Новости по-русски

Чăваш Ене ĕмĕрлĕхех чапа кăларнă

Чăваш Ене ĕмĕрлĕхех чапа кăларнă

Петр Егоров, Никита Бичурин, Николай Ашмарин, Василий Магницкий, Николай Никольский. Чăваш халăхĕ мухтавлă ывăлĕсемпе пуян. Паллă ентешсен çулталăкĕнче вĕсене халалласа тĕрлĕ ĕç-пуç иртет. Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕ, сăмахран, «Чăваш Ене ĕмĕрлĕхех чапа кăларнă» документлă курав хатĕрленĕ. Унпа çулталăкĕпех паллашма пулать. Медицина ĕçченĕсем, çут ĕçре палăрнисем, ял хуçалăх аталанăвне тӳпе хывнисем, спортсменсем, поэтсем, актерсем тата ӳнерçĕсем. Куравра кашни тытăма сăнланă. Паллă ятсемпе пĕр

<p>Петр Егоров, Никита Бичурин, Николай Ашмарин, Василий Магницкий, Николай Никольский. Чăваш халăхĕ мухтавлă ывăлĕсемпе пуян. Паллă ентешсен &ccedil;улталăкĕнче вĕсене халалласа тĕрлĕ ĕ&ccedil;-пу&ccedil; иртет. Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕ, сăмахран, &laquo;Чăваш Ене ĕмĕрлĕхех чапа кăларнă&raquo; документлă курав хатĕрленĕ. Унпа &ccedil;улталăкĕпех паллашма пулать. Медицина ĕ&ccedil;ченĕсем, &ccedil;ут ĕ&ccedil;ре палăрнисем, ял ху&ccedil;алăх аталанăвне тӳпе хывнисем, спортсменсем, поэтсем, актерсем тата ӳнер&ccedil;ĕсем. Куравра кашни тытăма сăнланă. Паллă ятсемпе пĕрлех кунта манă&ccedil;а тухнисене те пысăк тимлĕх уйăрнă. Вĕсенчен пĕри Дмитрий Кушников. ВАЛЕНТИНА ХАРИТОНОВА: &laquo;Хăй вăхăтĕнче питĕ паллă ят пулнă. Унăн биографине илес пулсан &ccedil;акна каламалла. Вăл Хусан кĕпернинче Спасский уездĕнче Караево ялĕнче &ccedil;уралнă. Ашшĕ унăн священник пулнă. Ашшĕ ывăлĕ священник пуласса ĕмĕтленнĕ, анчах та Дмитрий Алексеевич ашшĕне хирĕ&ccedil; кайса Хусанти университетри медицина факультетене кайса кĕнĕ&raquo;. Итлеменшĕн ашшĕ Дмитрий Кушникова мĕн-пур пурлăхран хăтарнă. Мĕнле йывăр пулсан та тухтăр профессине алла илнĕ вăл. Шупашкар уесĕнче Дмитрий Алексеевич тăрăшнипе больница &ccedil;ĕкленнĕ. Хусан кĕпернинче вăл чи лайăххисен шутне кĕнĕ. Дмитрий Кушников ин&ccedil;ет тухă&ccedil; енче те палăрнă. Хабаровск хулинче вăл пĕрремĕш метеорологи станцине йĕркеленĕ. Тухтăрсен йышĕнче Константин Волков та палăртмалла. Вăл Хусан хулинче &ccedil;уралнă. ВАЛЕНТИНА ХАРИТОНОВА: &laquo;Документсемпе паллашнă май вĕсем Лев Николаевич Толстойпа пĕрле ӳкертернĕ сăн ӳкерчĕк пур. Вăл хăй вăхăтĕнче унăн тухтăрĕ пулнă&raquo;. Антон Чехов, Максим Горький, Александр Куприн тата ытти &ccedil;ырав&ccedil;ăна та пĕлнĕ Константин Волков. Революцине хутшăннăшăн ăна Етĕрне хулине ссылкăна янă. Кунта вăл Чăваш Енри пĕрремĕш ку&ccedil; чирсене сиплекен больница у&ccedil;нă. Вăл 20 000 ытла операци тунине палăрта&ccedil;&ccedil;ĕ документсем. Куравра ытти паллă ентшепе та паллашма пулать. Тĕслĕхрен, Совет Союзĕн икĕ хут Паттăрĕн Андриян Николаевăн ӳкерчĕкĕсем. ГАЛИНА ЕРТМАКОВА: &laquo;Иртнĕ &ccedil;ул эпир Ра&ccedil;&ccedil;ей академи наукин архивĕпе Меморандум алă пусса &ccedil;ирĕплетрĕмĕр. Пĕр-пĕрне пулăшса, документсем вĕсем пире пара&ccedil;&ccedil;ĕ. Эпир те хамăр опытпа вĕсене паллаштарнă хы&ccedil;&ccedil;ăн &ccedil;авăн пек ĕ&ccedil; тума йышăнтăмăр. Эпир тупса хатĕрленĕ документсемпе пĕрле курав у&ccedil;ас терĕмĕр малтан Мускавра, унтан &ccedil;ак курава республикăна илсе килсе кашни районтах кăтартма тĕл лартрăмăр&raquo;. Куравпа кăна лăпланасшăн мар архив ĕ&ccedil;ченĕсем. Хальхи истори патшалăх архивĕпе тата Ра&ccedil;&ccedil;ей ăслăлăхĕсен академийĕпе пĕрле космонавтăн &ccedil;уралнă кунĕ тĕлне сăн ӳкерчĕксен альбомне кăларма палăрта&ccedil;&ccedil;ĕ. Алексей Зотиков, Никита Павлов</p>

Читайте на 123ru.net