Новости по-русски

Хурлăхлă хыпар

Хурлăхлă хыпар

Чĕмпĕр тăрăхĕнчен хурлăхлă хыпар çитрĕ. Кунти чăвашсен автономийĕн ертÿçи Олег Мустаев пурнăçран уйрăлнă. Вăл 56 çулта çеç пулнă. Олег Мустаев Елчĕк районĕнче Çĕнĕ Эйпеç ялĕнче çуралнă. Лащ Таяпари шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнче пĕлӳ пухнă. Аслă пĕлӳ илсенех вăл Чĕмпĕрте ĕçлеме пуçлать. Радиора, телевиденире «Хамăрьял», «Еткер» программăсене тытса пырать. Олег Николаевич чăваш наци юхăмне аталантарассишĕн нумай тăрăшнă. 1992-мĕш çулта вăл Чĕмпĕрти «Етке

<p>Чĕмпĕр тăрăхĕнчен хурлăхлă хыпар &ccedil;итрĕ. Кунти чăвашсен автономийĕн ерт&yuml;&ccedil;и Олег Мустаев пурнă&ccedil;ран уйрăлнă. Вăл 56 &ccedil;улта &ccedil;е&ccedil; пулнă. Олег Мустаев Елчĕк районĕнче &Ccedil;ĕнĕ Эйпе&ccedil; ялĕнче &ccedil;уралнă. Лащ Таяпари шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнче пĕлӳ пухнă. Аслă пĕлӳ илсенех вăл Чĕмпĕрте ĕ&ccedil;леме пу&ccedil;лать. Радиора, телевиденире &laquo;Хамăрьял&raquo;, &laquo;Еткер&raquo; программăсене тытса пырать. Олег Николаевич чăваш наци юхăмне аталантарассишĕн нумай тăрăшнă. 1992-мĕш &ccedil;улта вăл Чĕмпĕрти &laquo;Еткер&raquo; чăваш фончĕн президенчĕн лавне туртма пу&ccedil;лать. 2016-мĕш &ccedil;ултан Чĕмпĕрти Чăваш наци культурин автономийĕн председателĕ пулнă. Ку тăрăхри чăвашсене пĕрлештерессипе нумай ĕ&ccedil;ленисĕр пу&ccedil;не Чăваш Енре те пĕлтерĕшлĕ ĕ&ccedil;сем тунă &ccedil;ĕре час-час хутшăннă. 2017-мĕш &ccedil;ултан вал Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ. Олег Мустаев чĕри пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче тапма чарăннă, унăн &ccedil;утă сăнарĕ ĕмĕрлĕхех асра юлĕ</p>

Читайте на 123ru.net