Новости по-русски

Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпӳ хулисене çĕнĕ автобуссем çӳреççĕ

Паян Шупашкарта общество транспорчĕпе çӳрекенсем билет хакланнине туйса илчĕç. Укçан пулсан 29 тенкĕ тӳлемелле, банк е пĕрлехи транспорт карттипе – 26 тенкĕ тÿлемелле. Троллейбус чи перекетлĕ транспорт – алăран 28 тенкĕ памалла, карттăпа вара – 25 тенкĕ. Унсăр пуçне «мăйракаллă» тимĕр утпа çӳреме юратакансен уйăхлăх 1135 тенкĕ тӳлесе билет илме май пур. Унпа усă курса вĕсем 40 хутчен çула тухма пултараççĕ. Студентсем тата шкулта вĕренекенсем çак документа 820 тенкĕпе туянма пултарĕç. Нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансем ыйтнипе пирĕн репортёрсем вырăна тухса ирхине икĕ хулана çыхăнтаракан транспортпа çулçӳреве тухрĕç. Чăн та, чарăнусенче çынсем йышлă, маршрут автобусĕсем туп-тулли иртсе каяççĕ. Çĕнĕ Шупашкартан тĕп хуламăра турттаракан автотранспорта кăçалтан вăтам тата пысăк калăпăшлă автобуссем çине улăштарнă. Икĕ хулана 7 маршрут пĕрлештерет. Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнчен çĕнĕ кăвак тĕслĕ 23 автобус çула тухнă 101-мĕш маршрутпа. «Авто лидер» компани Ивеко ятлă транспорт хатĕрĕсене çула кăларнă. Унта кондиционер тата ытти хăтлăх йăлтах пур. Кĕçех 220, 234, 270-мĕш маршрутсем çине çĕнĕ автобуссем тухмалла. 331-мĕш çулпа çӳрекен транспорт хатĕрне тепĕр çулсăр та улăштармĕç, свидетелство кăçалхи раштав уйăхĕччен. Кăçал «Энергозапчасть» чарăнуран пуçласа «Кĕрĕк» таран юсав ĕçĕсем пуçланаççĕ. Тĕп хуларан Сĕнтĕрвăрри районне тухса каймалли шоссене пĕтĕмĕшле тирпее кĕртме палăртаççĕ. ВЛАДИМИР ОСИПОВ: «Ытларах чухне çынсем йышлă çӳренĕ вăхăтра автобуссем тулли пулнипе графика пăхăнмасăр çӳренипе министерствăна çăхавсем килеççĕ. Эпир тĕрĕслевсем ирттеретпĕр, предписанисем çыратпăр». Шупашкартан Кӳкеçе, Çĕрпӳне çӳреме те меллĕ пуласса шанаççĕ республикăри транспорт министерствинче тăрăшакансем. Çĕнĕ 18 газель пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнчен çула тухать. Валентина Петровăн пĕрлешĕвĕ 2005-мĕш çултанпа пассажирсене турттарас енĕпе ĕçлет. Хальччен вĕсем Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай районĕнче çынсене турттарнă. ВАЛЕНТИНА ПЕТРОВА: «Ноябрь уйăхĕнче пире эпир унта çĕнтертĕмĕр тесе, пирĕн 60 кун хушшинче автобуссене илсе министерствăна кăтартмалла тесе каларĕç. Январĕн 24-мĕшĕсенче министерствăна автобуссене кăтартрăмăр. Автобуссем инвалидсене турттарма ятарласа кăлараканскерсем». 22 пассажир вырнаçма пултарать ку транспорта. Wi-Fi, табло, тата ытти электронлă хатĕр – йăлтах пур кунта. Сусăрсене, пепкеллĕ ашшĕ-амăшне кӳме тĕртсе хăпарма çăмăл. Ăна çирĕплетсе хурсан вăл енчен енне куçса çӳремест. Регина Кубайкина, Юрий Марков

Читайте на 123ru.net