Новости по-русски

Çĕнĕ çуртсем хăпартĕç

Тĕп хуламăрти «Çĕнтерӳ паркĕ» çумĕнче вырнаçнă çĕрсем тахçанах пушă тăраççĕ. Шупашкарăн илемлĕ те илĕртӳллĕ тата чи çӳлте вырнаçнă вырăнсенчен пĕри шутланать вăл. Пушă выртакан çĕрсем çинче нумай хутлă пурăнмалли суртсем лартасшăн. Ытти çĕрти пекех кунта хăтлăх, илем кĕртĕç. Парк таврашĕ малтанхи пекех юлĕ. Çывăхри çĕр вара хатлăланĕ, халăхшăн та усăллă пулĕ. Çĕнĕ микрорайон Асăну комплексĕпе юнашар пулĕ. Кунта çĕр лаптăкĕсем тахçанах пушă выртаççĕ. Паллах, çуртсене хăпартма пуçласан парк таврашне сиен кӳмĕç. Кунта малтанхи пекех уçăлса çӳреме, асăну кунĕсене пухăнма май пулĕ. Хулара пурăнакансемшĕн вара хăтлă та меллĕ хваттерсем туянма хушма май пулĕ. Хальлĕхе проект хучĕсем хатĕр мар. Вырăнне тишкерсе йышăну тăвас тапхăр пырать çеç. ВИТАЛИЙ ИЖЕЛЕЕВ: «Нумай хутлă çуртсем кунта хăпартасшăн. Вылямалли лапамсем ачасем валли, спортпа хатĕрленмелли площадкăсем. Эпир питĕ тăрăшатпăр. Машинăсем кунта сахалрах пулччĕр тесе вĕсене çĕр айне кĕртсе ярасшăн. Машинăсем лартмалли вырăнсене ытларах эпир пурне те çĕр айне кĕртсе яма тăрăшатпăр». Çĕнĕ микрорайон проектне хатĕрлес ĕçе архитекторсене, ятарлă специалистсене явăçтарĕç. Халăхăн шухăш-кăмалне те шута илĕç. Паллах, кашнине юрама йывăр. Çапах та халăхшăн çак вырăн усăллă, пурăнма меллĕ лаптăк, çавăн пекех мемориал комплексĕн пĕлтерĕшне çухатмасăр туристсене те илĕртекен вырăн пулса тăрасса палăртаççĕ проекта пуçаракансем. – Эпир халь унта хваттер илесшĕн-ха. Халь эпир «Олимпра» пĕр пÿлĕмлинче пурăнатпăр. Кунта хăпартма пуçласассăн икĕ пÿлĕмлине илесшĕн. – Кунта тата парк таврашне туса лартмалла, пĕтĕм халăх кунта килет. Майăн 9-мĕшĕнче кунта хулипе пуçтарăнаççĕ. Пурăнмалли çуртсем пулсан кунта мероприятисем пĕтеççĕ. 2023-мĕш çул тĕлне проекта йĕркелесе хатĕрлесе çитерме палăртаççĕ. Çĕр лаптăкĕ çавăн пекех Атăл хĕрри çывăхĕнче вырнаçнă. Çакна май юханшыв хĕрри те уçăлса çӳреме хăтлăланĕ. Маргарита Мельникова, Ольга Алексеева, Павел Иритков

Читайте на 123ru.net