Новости по-русски

Санкцисем хăратмаççĕ

Санкцисем  хăратмаççĕ

Раççей тулашĕнче çар хирĕç тăрăвĕсем пулнипе пирĕн çĕршыв тĕлĕшпе ытти патшалăхсем тĕрлĕ санкци йышăннă. Вĕсем хальлĕхе Чăваш Ен предприятисене витĕм кӳмен-ха. Кăçалхи республикăри экономика аталанăвне регион ертӳçи Олег Николаев тунтикунсерен иртекен канашлура тишкерчĕç. Промышленность производствин индексĕ çулталăк пуçланнăранпа икĕ уйăхра 106 процента çитнĕ. Таварсене 34 миллиард тенкĕ ытлалăх кăларнă. Строительство ĕçĕсене 4 миллиард тенкĕ ытла туса ирттернĕ, çак кăтарту 101 процентпа танлашнă. 150 пин

<p>Ра&ccedil;&ccedil;ей тулашĕнче &ccedil;ар хирĕ&ccedil; тăрăвĕсем пулнипе пирĕн &ccedil;ĕршыв тĕлĕшпе ытти патшалăхсем тĕрлĕ санкци йышăннă. Вĕсем хальлĕхе Чăваш Ен предприятисене витĕм кӳмен-ха. Кă&ccedil;алхи республикăри экономика аталанăвне регион ертӳ&ccedil;и Олег Николаев тунтикунсерен иртекен канашлура тишкерчĕ&ccedil;. Промышленность производствин индексĕ &ccedil;улталăк пу&ccedil;ланнăранпа икĕ уйăхра 106 процента &ccedil;итнĕ. Таварсене 34 миллиард тенкĕ ытлалăх кăларнă. Строительство ĕ&ccedil;ĕсене 4 миллиард тенкĕ ытла туса ирттернĕ, &ccedil;ак кăтарту 101 процентпа танлашнă. 150 пин тăваткал метр &ccedil;ĕнĕ пурăнмалли &ccedil;урт-йĕр хăпартнă. Ваккăн таварсене сутасси кал-кал пырать &ndash; 34 миллион тенкĕ ытларах суту-илӳ тунине палăртрĕ Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх министрĕ Дмитрий Краснов. &laquo;Инфляци 2 процент &ccedil;урăпа танлашать, Ра&ccedil;&ccedil;ейри кăртуран ку кăшт пысăкрах&raquo;, &ndash; терĕ вăл. Чăваш Ен бюджечĕ кă&ccedil;ал пуш уйăхĕ пу&ccedil;ламăшĕ тĕлне пĕлтĕрхи &ccedil;ак тапхăрпа танлаштарсан 12 процент ытла пысăкланнине палăртрĕ Республикăри финанс министрĕ Михаил Ноздряков. Пĕрлештернĕ хысна тупăшĕ 25 процент &ccedil;урă ӳснĕ. Кăрлач, нарăс уйăхĕсенче тăкаксем &ndash; 8 миллиард та 303 миллион тенкĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку 800 миллион тенкĕ ытларах. Нумаях пулмасть Чăваш Енре бюджет ук&ccedil;ипе тавар туянассине тухă&ccedil;лă усă курассине тимлекен оперативлă штаб йĕркеленĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ пысăк, ĕ&ccedil;ĕ те курăмлă пуласса шанатпăр терĕ республика Пу&ccedil;лăхĕ. &laquo;Эрнесерен пу&ccedil;тарăнса экономика, финанс тытăмĕсем, наци проекчĕсем, патшалăхăн тĕрлĕ программисем пурнă&ccedil;ланнине пурте пĕрле тишкерме тĕллев лартнă&raquo;, &ndash; терĕ Олег Николаев. Акă, тĕслĕхрен, тăлăхсене пурăнмалли &ccedil;урт-йĕрпе тивĕ&ccedil;терес ыйту. &laquo;Мĕншĕн &Ccedil;ĕнĕ Шупашкарта хальччен те аукцион ирттермен, строительство организацийĕ теми&ccedil;е хут та хваттерсем пур тесе пĕлтернĕччĕ пире?&raquo; &ndash; ыйтрĕ Олег Николаев. &Ccedil;ĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертӳ&ccedil;и Дмитрий Пулатов пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче &ccedil;ак ыйтăва татса пама шантарчĕ. &Ccedil;у уйăхĕн 1-мĕшĕччен черетре тăракан тăлăхсене хваттерпе тивĕ&ccedil;терме сăмах пачĕ. Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕнче те &ccedil;ак ыйту &ccedil;ивĕч тесе асăрхаттарчĕ Олег Алексеевич. Етĕрне район администрацийĕн пу&ccedil;лăхĕ Александр Семёнов пĕлтĕрхи раштав уйăхĕ тĕлне 800-900 000 тенкĕ тăратчĕ&ccedil;, эпир &ccedil;ав хваттерсене туянма 1 миллион та 16 000 тенкĕ пăхса хăварнăччĕ, халĕ никам та пĕр миллион &ccedil;урăран каярах сутасшăн мар терĕ. Республика Пу&ccedil;лăхне ку хурав тивĕ&ccedil;термерĕ, Чăваш Енри строительство министрне Павел Данилова кашни муниципалитетпа уйрăммăн ку ыйтупа ĕ&ccedil;леме хушрĕ. Пĕтĕмĕшле Чăваш Ен Правительстви кă&ccedil;ал 301 тăлăх ачана пурăнмалли &ccedil;урт-йĕрпе тивĕ&ccedil;терме тĕллев лартнă. Регина Кубайкина, Юрий Марков</p>

Читайте на 123ru.net