Новости по-русски

Санкцисем хăратмаççĕ

Раççей тулашĕнче çар хирĕç тăрăвĕсем пулнипе пирĕн çĕршыв тĕлĕшпе ытти патшалăхсем тĕрлĕ санкци йышăннă. Вĕсем хальлĕхе Чăваш Ен предприятисене витĕм кӳмен-ха. Кăçалхи республикăри экономика аталанăвне регион ертӳçи Олег Николаев тунтикунсерен иртекен канашлура тишкерчĕç. Промышленность производствин индексĕ çулталăк пуçланнăранпа икĕ уйăхра 106 процента çитнĕ. Таварсене 34 миллиард тенкĕ ытлалăх кăларнă. Строительство ĕçĕсене 4 миллиард тенкĕ ытла туса ирттернĕ, çак кăтарту 101 процентпа танлашнă. 150 пин тăваткал метр çĕнĕ пурăнмалли çурт-йĕр хăпартнă. Ваккăн таварсене сутасси кал-кал пырать – 34 миллион тенкĕ ытларах суту-илӳ тунине палăртрĕ Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх министрĕ Дмитрий Краснов. «Инфляци 2 процент çурăпа танлашать, Раççейри кăртуран ку кăшт пысăкрах», – терĕ вăл. Чăваш Ен бюджечĕ кăçал пуш уйăхĕ пуçламăшĕ тĕлне пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан 12 процент ытла пысăкланнине палăртрĕ Республикăри финанс министрĕ Михаил Ноздряков. Пĕрлештернĕ хысна тупăшĕ 25 процент çурă ӳснĕ. Кăрлач, нарăс уйăхĕсенче тăкаксем – 8 миллиард та 303 миллион тенкĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку 800 миллион тенкĕ ытларах. Нумаях пулмасть Чăваш Енре бюджет укçипе тавар туянассине тухăçлă усă курассине тимлекен оперативлă штаб йĕркеленĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ пысăк, ĕçĕ те курăмлă пуласса шанатпăр терĕ республика Пуçлăхĕ. «Эрнесерен пуçтарăнса экономика, финанс тытăмĕсем, наци проекчĕсем, патшалăхăн тĕрлĕ программисем пурнăçланнине пурте пĕрле тишкерме тĕллев лартнă», – терĕ Олег Николаев. Акă, тĕслĕхрен, тăлăхсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйту. «Мĕншĕн Çĕнĕ Шупашкарта хальччен те аукцион ирттермен, строительство организацийĕ темиçе хут та хваттерсем пур тесе пĕлтернĕччĕ пире?» – ыйтрĕ Олег Николаев. Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертӳçи Дмитрий Пулатов пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче çак ыйтăва татса пама шантарчĕ. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен черетре тăракан тăлăхсене хваттерпе тивĕçтерме сăмах пачĕ. Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕнче те çак ыйту çивĕч тесе асăрхаттарчĕ Олег Алексеевич. Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Семёнов пĕлтĕрхи раштав уйăхĕ тĕлне 800-900 000 тенкĕ тăратчĕç, эпир çав хваттерсене туянма 1 миллион та 16 000 тенкĕ пăхса хăварнăччĕ, халĕ никам та пĕр миллион çурăран каярах сутасшăн мар терĕ. Республика Пуçлăхне ку хурав тивĕçтермерĕ, Чăваш Енри строительство министрне Павел Данилова кашни муниципалитетпа уйрăммăн ку ыйтупа ĕçлеме хушрĕ. Пĕтĕмĕшле Чăваш Ен Правительстви кăçал 301 тăлăх ачана пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме тĕллев лартнă. Регина Кубайкина, Юрий Марков

Читайте на 123ru.net