«Крым çуркунни» уçă урок
«Крым çуркунни» ятпа паян Шупашкарти 4-мĕш лицейра уçă урок иртрĕ. Ăна Крым тата Севастополь Раççей çĕршывĕпе пĕрлешнине халалланă. Пуш уйăхĕнче Чăваш Енри вĕрентӳ учрежденийĕсенче çакăн пек уроксем тăтăш ирттереççĕ. Истори паллаштарма яш-кĕрĕм патне республикăри вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров килчĕ. Крым, Руç пулса кайнине тата историри ытти пулăма Дмитрий Захаров хăй те историк пулнă май питĕ кăсăклă, уççăн каласа кăтартрĕ. Тĕрлĕ мультимедиа технологийĕсемпе усă курчĕ. Украинăра хуçаланакан лару-тăру пирки пĕлмен çын çук та пулĕ. Интернет уçлăхĕнче те хыпар хыççăн хыпарпа паллашма пулать. Хăшĕ суя, хăшĕ тĕрĕслĕх? Хăш чухне тӳрех ăнкарса, чухласа илме те йывăртарах. Çак хыпарсем халăхăн кăмăл-туйăмне, тавра курăмне те витĕм кӳреççĕ. Уйрăмах çамрăксене пĕр-пĕр шухăша ĕнентерме ансат, вĕсен чунĕ хальлĕхе черчен пулнăран. ДМИТРИЙ ЗАХАРОВ: «Фейк, информацие тепĕр майлă улталаса кăтартни, уйрăмах социаллă сетьсенче, паллах, пирĕн шкул ачисене, студентсене витĕм кӳме пултарать. Çавăнпа та вĕсен ыйтăвĕсене вăхăтра хуравламалла». 4-мĕш лицейре историе вĕрентекен Михаил Зыков вара студент чухнехи лекцисене аса илчĕ. Аслă шкулта вăл шăпах Дмитрий Анатольевич патĕнче вĕреннĕ. 10-мĕш класра вĕренекенсем те уçă урокпа питĕ кăмăллă юлчĕç. КИРИЛЛ ВАСИЛЬЕВ: «Мана валли çак урок питĕ усăллă пулчĕ. Эпĕ нумай çĕнĕ япала пĕлтĕм. Çавăн пек уроксем пире питĕ кирлĕ». Малашне республикăри çамрăксемпе 5 минут пыракан тĕл пулусем ирттересшĕн. Унта патшалăх тытăмĕ, историйĕ, Раççей тулашĕнчи политика çинчен уçă тата тĕрĕс информаципе паллаштарма тĕллев лартнă