Новости по-русски

«Тылри паттăрлăх» марафон

Икĕ халăх – пĕр шăпа. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче чăваш тата тутар халăхĕсем Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккине пĕрле чавнă. Çак пулăма халалласа Чăваш тата Тутар Республикисенче «Тылри паттăрлăх» патриотла марафон пуçарнă. Унпа килĕшӳллĕн кӳршĕсемпе пĕрле тачă çыхăнса тĕрлĕ ĕç-пуç йĕркелĕç. Етĕрне хулинче марафонăн пĕрремĕш кунĕ уçăлчĕ. Тутар Республикин хастарĕсем пирĕн тăрăха хăнана çитрĕç. Аякран килнĕ хăнасем чи малтанах икĕ республика пĕрле хатĕрленĕ куравпа паллашрĕç. Сăнӳкерчĕксем, архиври документсем икĕ халăхăн тылри паттăрлăхĕпе паллашма май параççĕ. Унсăр пуçне наукăпа практика конференцийĕ те кашнийĕншĕн усаллă пулчĕ. ГАЛИНА ЕРТМАКОВА: «Çак конференцинче Сурский рубежа тунă вăхăтра хăйсен республикисенчи территоринче мĕнле ĕçсем туса ирттернине тĕплĕн каласа пачĕç. Мĕнле ĕçсем туса ирттернĕ, мĕн чухлĕ çын хутшăннă. Питĕ тĕплĕ çак архив докуменчĕсене кăтартса пачĕç тата Мордва Республикинчен те вĕсем хăйсен çак Сурский рубежра вĕсем те ĕçленĕ пулнă, унти çынсем те ĕçленĕ пулнă, Мордва Республикинчен. Вĕсем çинчен тĕплĕ каласа пачĕ вĕсен сотрудникĕ». Тутар Республикин культура министрĕн çумĕ Дамир Натфуллин та куравпа тĕплĕн паллашрĕ. Çакăн йышши усăллă ĕç пуçарни туслăха çирĕплетме, халăх историне упраса хăварма май панине палăртрĕ вăл. Ытти хăнасем те марафонăн пĕремеш кунĕпе кăмăллă юлчĕç. ЕКАТЕРИНА РОМАНОВА: «Тĕпчевçĕсене те итлеме кăмăллă пулчĕ. Уйрăмах Шăмăршă тăрăхĕнчен килнĕ хăнасем тĕлĕнтерчĕç. Питĕ пысăк ĕç тунă вĕсем хăйсем патĕнче. Питĕ кăмăллă. Пирĕн патра çав фильмра хутшăнма та, ӳкернĕ çĕрте хутшăнма та тӳр килчĕ пире, хутшăнтăмăр». Çитес вăхăтра Тутарстанра та çакăн йышши ĕç-пуç йĕркелĕç. Чăваш Енри архив ĕçченĕсем тăван халăхăмăрăн ĕç паттăрлăхĕпе паллаштарĕç. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Чăваш Республики тата Татарстан халь пĕрле ĕçлетпĕр вăрçă вăхăтĕнче, тылра пирĕн ĕçченсем тăрăшса ĕçленине пурнăçа кĕртсе хăварас тесе. Пĕрле мероприяти ирттеретпĕр. Пирĕн районта виçĕ районта иртнĕ çак мероприяти. Тутарстанра тăватă районта иртĕ çак мероприяти. Патриотла марафон тетпĕр эпир ăна. Кайран Хусанта пĕрле конференципе тата филормонинче пĕрле концертпа эпир çак марафона вĕçлетпĕр». Марафон савăнăçлă самантсемпе те тулли пулчĕ. Сцена çинчи уяв концерчĕ пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Хусан хулинчен килнĕ Тутар патшалăх ансамблĕн хастарĕсем чăвашла юрра чунтан шăрантарчĕç. Хăйсен тăван чĕлхипе те илемлĕ юрă урлă паллаштарма тăрăшрĕç. Пĕр сцена çинче хамăр тăрăхри ушкăнсем те хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. ТАТЬЯНА МИРОНОВА: «Çак мероприяти пирĕн республикăпа Тутар Республикине питĕ тачă çыхăну, туслăх, ытларах çыхăнтарса тăма кирлĕ пек çак мероприяти. Çавнашкал çыхăнтарса тăрать те ĕнтĕ вăл. Сăр чикки пирĕн ял айĕнчех иртсе пырать. Эпир Сăр хĕрринче пурăнатпăр, Сарял ялĕ. Çавăнта Сăр хĕрне кайнĕ çĕрте пирĕн ялта ăна танковый ров тесе калаççĕ, темиçе километр таранах». Икĕ халăх – пĕр туслăх. Патриотла марафон, шăпах та, туслăха тата та ытларах çирĕплетме, тăван халăхăмăран историне упраса хăварма пулăшĕ. Маргарита Мельникова, Артур Галкин

Читайте на 123ru.net