Новости по-русски

«Тăван ятсем» проект вĕçленчĕ

«Тăван ятсем» проект вĕçленчĕ

Мухтавлă ентешсене халалласа Чăваш Енре тĕрлĕ ĕç туса ирттереççĕ. Вĕсенчен пĕри – «Тăван ятсем» проект пурнăçланчĕ. 6 уйăхра авторсем тĕрлĕ ĕç-пуç туса ирттерчĕç. Аса илтеретĕп, проектăн тĕп тĕллевĕ – паллă çынсен ячĕпе хисепленекен чарăнусенче республика, çĕршыв шайĕнче пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунă çынсем пирки кĕске информаци каласа парасси. «Тăван ятсем» проект йĕркелӳçисем республикăри вĕрентӳ учрежденийĕсенче мухтавлă ентешсен пултарулăхĕпе, кун-çулĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç, викторинăсем те ирттерчĕç. Çĕнтерӳçĕ

<p>Мухтавлă ентешсене халалласа Чăваш Енре тĕрлĕ ĕ&ccedil; туса ирттере&ccedil;&ccedil;ĕ. Вĕсенчен пĕри &ndash; &laquo;Тăван ятсем&raquo; проект пурнă&ccedil;ланчĕ. 6 уйăхра авторсем тĕрлĕ ĕ&ccedil;-пу&ccedil; туса ирттерчĕ&ccedil;. Аса илтеретĕп, проектăн тĕп тĕллевĕ &ndash; паллă &ccedil;ынсен ячĕпе хисепленекен чарăнусенче республика, &ccedil;ĕршыв шайĕнче пĕлтерĕшлĕ ĕ&ccedil;сем тунă &ccedil;ынсем пирки кĕске информаци каласа парасси. &laquo;Тăван ятсем&raquo; проект йĕркелӳ&ccedil;исем республикăри вĕрентӳ учрежденийĕсенче мухтавлă ентешсен пултарулăхĕпе, кун-&ccedil;улĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ&ccedil;, викторинăсем те ирттерчĕ&ccedil;. &Ccedil;ĕнтерӳ&ccedil;ĕсем &laquo;Тăван ятсем&raquo; проект финалне кайма тивĕ&ccedil; пулчĕ&ccedil;. Пĕтĕмлетӳ тупăшăвĕнче Шупашкарти 55 шкул вĕренекенĕ Денис Холоднов палăрчĕ. Малалла &ndash; тĕплĕнрех. 7-мĕш класра вĕренекен Денис Холоднов финал кунхине ирхи 5 сехетрех вăраннă. Мухтавлă ентешсем пирки вăл тепĕр хутчен вуласа тухнă. Хайĕн пĕлĕвĕнче вăл пĕрре те иккĕленмен, мĕншĕн тесен конкурса раштав уйăхĕнчех хатĕрленме пу&ccedil;ланă. Ун чухне вăл пĕрремĕш викторинăна хутшăнса финала тухнă. ДЕНИС ХОЛОДНОВ: &laquo;Эпĕ мухтавлă ентешсен пурнă&ccedil;ĕпе пултарулăхĕ пирки хут пичетлесе кăлартăм. Кунне 3-4 хутчен вулаттăм&raquo;. Денис тĕп парнене &ndash; смартфон илме тивĕ&ccedil;рĕĕ. Ра&ccedil;&ccedil;ейри студентсен отрячĕсен председателĕ Юлия Аланова чи кирли парне мар, тĕрлĕ енлĕ аталанни, пĕлӳ пухни пĕлтерĕшлĕ терĕ. Шкул ачисене малашне те тĕрлĕ конкурса хутшăнма сĕнчĕ. Уява Олимп чемпионĕ Елена Николаев та хутшăнчĕ. Ача чухне вăл Андриян Николаев пек пулма ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕтленни пурнă&ccedil;ланă та. Тăрăшса ĕ&ccedil;лесен &ccedil;е&ccedil; пысăк &ccedil;итĕнӳ тума пулнине спортсменка тепĕр хут &ccedil;ирĕплетрĕ</p>

Читайте на 123ru.net