Новости по-русски

Паха та йӳнĕрех

Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Енри пур районпа хулара та ял хуçалăх продукцине сутакан ярмăрккăсем ĕçлĕç. Акмалли-лартмалли вăрлăх, пахча-çимĕç, аш-какай тата ытти тавара суту-илӳ вырăнĕнче илме май пулĕ. Ярмăрккăсем хăш вырăнта ĕçленине муниципалитетсен официаллă сайтĕнче пĕлме пулать. Шупашкарта вĕсем «Николаевский», «Çурçĕр ярмăркки» пасарсенче тата «Шупашкар» суту-илӳ çурчĕн çывăхĕнче ĕçлĕç. Ял хуçалăх продукцине туса кăларакан усламçăсене продукци сутма лапамсене тӳлевсĕр туса параççĕ. Унта вырăнта туса кăларнă паха апат-çимĕç йӳнĕрех хакма туянма май пулать. Фермерсем те апат-çимĕç сутма тухĕç

Читайте на 123ru.net