Новости по-русски

Çĕршыври ăмăртăва хатĕрленеççĕ

Çĕршыври ăмăртăва хатĕрленеççĕ

Чăваш спортсменĕсен чи пысăк çитĕнĕвĕсем çăмăл атлетикăра туптаннă. Хăвăрт утассипе пирĕн çĕршыв, Европа, тĕнче чемпионĕсем пур, Олимп вăййисенче малтисен ретне тăнисем те. Алина Иванова, Елена Николаева, Владимир Андреев çулсеренех çамрăк спортсменсем валли ăмăртусем йĕркелеççĕ. Çакăнтан пуçланать те аслă çула тухасси. Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулĕнче ачасемпе çамрăксем хăвăрт утса тупăшрĕç. Кунта Чăваш Республикин Кубокĕн 2-мĕш тапхăрĕ иртрĕ. Хăвăрт утасси спортăн чи çăмăл тĕсĕ теме те пулать, анчах к

<p>Чăваш спортсменĕсен чи пысăк &ccedil;итĕнĕвĕсем &ccedil;ăмăл атлетикăра туптаннă. Хăвăрт утассипе пирĕн &ccedil;ĕршыв, Европа, тĕнче чемпионĕсем пур, Олимп вăййисенче малтисен ретне тăнисем те. Алина Иванова, Елена Николаева, Владимир Андреев &ccedil;улсеренех &ccedil;амрăк спортсменсем валли ăмăртусем йĕркеле&ccedil;&ccedil;ĕ. &Ccedil;акăнтан пу&ccedil;ланать те аслă &ccedil;ула тухасси. &Ccedil;ĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулĕнче ачасемпе &ccedil;амрăксем хăвăрт утса тупăшрĕ&ccedil;. Кунта Чăваш Республикин Кубокĕн 2-мĕш тапхăрĕ иртрĕ. Хăвăрт утасси спортăн чи &ccedil;ăмăл тĕсĕ теме те пулать, анчах кунта йĕркене &ccedil;ирĕп пăхăнмалла: спортсменсем утас вырăнне чупса кайни те час-часах тĕл пулать. Вара тӳресем туххăмрах ăмăртуран кăлара&ccedil;&ccedil;ĕ. &Ccedil;авăнпа утаканăн вăй-хал &ccedil;ирĕп пулнипе танах хăйне тытса чарма та пĕлмелле. &Ccedil;амрăксем хăвăрт утассин вăрттăнлăхне пĕчĕкренех алла иле&ccedil;&ccedil;ĕ. 7-23 &ccedil;улхи спортсменсенчен кашниех малти пулма ĕмĕтленет, анчах мухтав пусми &ccedil;ине пурте хăпарайма&ccedil;&ccedil;ĕ. Апла пулин те ăмăртура ăсталăх самай туптанать. АЛИНА ИВАНОВА: &laquo;Пирĕн районсенчен килнĕ, 10 районтан. Тата хулари шкулсенчен. Пĕтĕмĕшле 100 спортсмена яхăн ăмăрта&ccedil;&ccedil;ĕ. Кунта аслисем ăмăртрĕ&ccedil;, аслисенчен ĕнтĕ хулара вĕренекенсем &ccedil;ĕнтерсе илчĕ&ccedil;. Пĕчĕккисен шайĕ те лайăх. Хальхи вăхăтра вĕсем утма хăнăхса &ccedil;итрĕ&ccedil;. &Ccedil;авăнпа та техника енĕпе лайăх, хитре ута&ccedil;&ccedil;ĕ&raquo;. Кирек мĕнле ĕ&ccedil;е те юратса тума вĕренмелле. Спорт та &ccedil;авах: ачаранах килĕштерсен, туслашсан кăна пысăк &ccedil;итĕнӳ тума пулать. АЛИНА ИВАНОВА: &laquo;Ку ăмăртусем пирĕн хатĕрленмеллисем. Май вĕ&ccedil;ĕнче хăвăрт утакансен Ра&ccedil;&ccedil;ей чемпионачĕ иртет. &Ccedil;авăнпа эпир &ccedil;акăнта ушкăн йĕркелеме ачасене пăхатпăр. Хăвăрт утакансен 3-мĕш этапĕ пирĕн апрель вĕ&ccedil;ĕнче Олимпийский стадионĕнче пулать&raquo;. Спорт чи чăтăмлисене &ccedil;е&ccedil; юратать. Халĕ пулас спортсменсем шăл &ccedil;ыртса, тар тăкса Чăваш Ен чысне &ccedil;ĕршыв шайĕнче хӳтĕлеме хатĕрлене&ccedil;&ccedil;ĕ. Елизавета Цветкова, Павел Ракитин</p>

Читайте на 123ru.net