Новости по-русски

Ырă ĕç тунă

Франко урамĕнчи сквер, шкул бульварĕ, Республика тӳремĕ. Чăваш Ен тĕп хулинчи вырăнсене кăçал хăтлăх кĕртме палăртаççĕ. Лапама илем кĕртме малтан сасăлавра çĕнтермелле. Республика тӳремне çĕнетес тĕллевпе волонтерсем чылай ĕçленĕ. Кунта юсав ĕçĕсем ирттернинче вĕсен тӳпи пысăк. Анастасия Анохина шкултанпах ырă кăмăллăх ĕçне хутшăнать. Кивĕ хут пуçтарнă, аслă ăрури çынсене Çĕнтерӳ кунĕпе саламланă. Аслă шкула вĕренме килсен Анастасия тӳрех çĕнтерӳ волонтерĕсен йышне кĕнĕ. Чун ыйтнипе çак юхăма хутшăннине палăртать хĕр. Ветерансене пулăшни яшсемпе хĕрсемшĕн пысăк чыс. Вĕсем çамрăксене тĕрлĕ сĕнӳ параççĕ. Аслă ăрури çынсен йăл-кулли волонтерсене çунат хушать, чуна хавхалантарать. АЛЕКСАНДРА КИРИЛЛОВА: «Настя питĕ активлă хĕр. Вăл вĕренме те ĕлкĕрет, пулăшма та ĕлкĕрет». Республика тӳремне халăхра «пахча» теççĕ. Кунта студентсем пухăнма юратаççĕ. Яшсемпе хĕрсем саксем çинче ларса ăшшăн калаçса лараççĕ. Анастасия та виççĕмĕш çул çак «пахчара» тус-юлташсемпе тĕл пулать. Кунта юсав кирлине палăртса вĕсем çак ыйтупа ĕçленĕ. Урамсенче, нумай енлĕ пулăшу паракан центрсенче çынсене республика тӳремĕшĕн сасăлама ыйтнă. АЛЕКСАНДРА КИРИЛЛОВА: «МФЦна килекен çынсене эпир пулăшрăмăр. Вĕсене килĕшекен территоришĕн сасă хăварма пулăшрăмăр». Волонтерсен ĕçĕ, чăнах та, ырă та пархатарлă. Ку юхăма хутшăнса çĕнĕ пĕлӳ илме, тус-юлташсем тупма, тĕрлĕ пулăма хутшăнма май пур. Хăтлă хула таврăлăхĕ йĕркелес ĕçре те вĕсем пысăк тӳпе хываççĕ. КИРИЛЛ АЛЕКСЕЕВ: «Пирĕн микрорайонта котлован пур. Ман шутпа, ун вырăн çине тĕрлĕ ача лапамĕсене или ФОК лартма пулать». Кирилл Алексеев та волонтерсен йышĕнче. Вăл çырав ирттернĕ çĕрте ĕçленĕ. Каччă Сочи хулине те çитсе курнă. Кунта çĕршыв шайĕнчи студентсен конкурсĕ иртнĕ. НАДЕЖДА АЛЕКСЕЕВА: «Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран паллă тесе калаççĕ. Вăл, чăнах та, хамăр ачасене мĕнле воспитани паратпăр – ача çавăн пек ӳсет». Ырă ĕç тума кашни çын пултарать. «Чунра пулăшас туйăм кăна кирлĕ», – палăртаççĕ волонтерсем. Алексей Зотиков, Ольга Алексеева, Сергей Емельянов

Читайте на 123ru.net