Новости по-русски

Волонтерсем хушма пĕлӳ илеççĕ

Раççейри синкерлĕ лару-тăру министерствипе халăх фрончĕ килĕшӳ çирĕплетнĕ. Малашне волонтерсем те инкек-синкекре шар курнисене пулăшу кӳме хутшăнĕç. Ку енпе вĕсем ятарлă пĕлÿ илеççĕ. Синкерлĕ лару-тăрăва лекнисене çăлнă чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа çак ĕçе хутшăнма тĕллевлĕ волонтерсене теори те, практика пайĕсене те вĕрентеççĕ. Пушар тухать-и, шыв илет-и е тата ытти инкек сиксе тухать-и, пулăшаканăн шар курнисене çăлнипе пĕр танах хăйĕн те тĕрĕс-текел те сывă юлмалла. Хальхинче волонтерсене пушар сÿнтермелли хатĕрсемпе паллаштарчĕç, пăр çинчи хăрушсăрлăх çинчен каласа пачĕç. Хастарсем хăйсем те çăлавçă тумне тăхăнма вĕренчĕç. Граждăнла хÿтĕлеве халалланă вĕренÿ республикăра кашни уйăхрах иртĕ

Читайте на 123ru.net