Новости по-русски

Ачасен канăвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç

Ачасен канăвĕпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç

Çуллахи каникулччен вăхăт нумай-ха, çапах та ачасен канăвне мĕнлерех йĕркелессине халех шутламалла. Кăçал республикăра 15 ача-пăча лагерĕ ĕçлĕ. Хула тулашĕнчи лагерьсене канма кайма путевка илессипе çыхăннă ĕçсене 4 тапхăра уйăрнă. Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнчен йывăр лару-тăруллă çемьесенче çитĕнекен ачасен ашшĕ-амăшĕ заявлени çырма пултарнă. Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмĕшле 2639 путевка регистрациленĕ. Ку палăртнин 87 проценчĕпе танлашать. Заявка кампанийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче 12 сехетре вĕçле

<p>&Ccedil;уллахи каникулччен вăхăт нумай-ха, &ccedil;апах та ачасен канăвне мĕнлерех йĕркелессине халех шутламалла. Кă&ccedil;ал республикăра 15 ача-пăча лагерĕ ĕ&ccedil;лĕ. Хула тулашĕнчи лагерьсене канма кайма путевка илессипе &ccedil;ыхăннă ĕ&ccedil;сене 4 тапхăра уйăрнă. Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнчен йывăр лару-тăруллă &ccedil;емьесенче &ccedil;итĕнекен ачасен ашшĕ-амăшĕ заявлени &ccedil;ырма пултарнă. Пуш уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмĕшле 2639 путевка регистрациленĕ. Ку палăртнин 87 проценчĕпе танлашать. Заявка кампанийĕн пĕрремĕш тапхăрĕ ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче 12 сехетре вĕ&ccedil;ленĕ. Лагерьсенче тăрăшакансем те &ccedil;уллахи тапхăра чăтăмсăррăн кĕте&ccedil;&ccedil;ĕ. Калăпăр, &laquo;Космонавт&raquo; кану центрĕнче кăрлач уйăхĕнченех юсав ĕ&ccedil;ĕсене пу&ccedil;ланă. ВЯЧЕСЛАВ НИКИТИН: &laquo;Кă&ccedil;ал пирĕн 5 смена пулать, вĕсенчен 4 смена профильлисем пула&ccedil;&ccedil;ĕ. Пирĕн муниципаллă тата коммерцилле путевкасем пула&ccedil;&ccedil;ĕ. Пурĕ пĕрле пирĕн 1500 ача канмалла кă&ccedil;ал. Пирĕн ачасем пула&ccedil;&ccedil;ĕ Канашран, Канаш районĕнчен, хамăр республикăран, Мускавран, Хусантан. Хальхи вăхăтра кану организацийĕсенче хăрушсăрлăх йĕркипе, медицинăпа &ccedil;ыхăннă ĕ&ccedil;сене пурнă&ccedil;ла&ccedil;&ccedil;ĕ. 121 лагерь санитарипе-эпидемиологи экспертизине тухма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Кă&ccedil;ал &ccedil;улла кану центрĕсенче пĕтĕмĕшле 36 000 ытла ача сывхлăне &ccedil;ирĕплетĕ. Вĕсенчен 15 пин ытла ача хула тулашĕнчи лагерьсенче канĕ. Юлия Адюкова, Игорь Зверев</p>

Читайте на 123ru.net