Новости по-русски

Йывăрлăха пăхмасăр ĕçлеççĕ

Йывăрлăха пăхмасăр ĕçлеççĕ

500 ытла фельдшерпа акушер пунктне интернетпа тивĕçтернĕ, 109 çынна больницăна вертолетпа илсе çитернĕ, ача-пăча поликлиникине çĕнетнĕ. Иртнĕ çулта Чăваш Ен сывлăх сыхлав министерстви çĕршыв шайĕнчи 7 проекта пурнăçланă. Палăртнă кăтартусен 77 процентне ĕçе кĕртнĕ. Çак тата ытти ыйтăва паян ларура сӳтсе яврĕç. Медицина ĕçченĕсемшĕн иртнĕ икĕ çул ансат пулмарĕ. Кăшăллă вируспа кĕрешме чир алхаснă вăхăтрах вĕренсе пыма тӳр килчĕ. Пĕлтĕр ковид-19 амакпа кĕрешме 8 миллиард тенкĕ тăкакланă, вĕсенчен миллард тенк

<p>500 ытла фельдшерпа акушер пунктне интернетпа тивĕ&ccedil;тернĕ, 109 &ccedil;ынна больницăна вертолетпа илсе &ccedil;итернĕ, ача-пăча поликлиникине &ccedil;ĕнетнĕ. Иртнĕ &ccedil;улта Чăваш Ен сывлăх сыхлав министерстви &ccedil;ĕршыв шайĕнчи 7 проекта пурнă&ccedil;ланă. Палăртнă кăтартусен 77 процентне ĕ&ccedil;е кĕртнĕ. &Ccedil;ак тата ытти ыйтăва паян ларура сӳтсе яврĕ&ccedil;. Медицина ĕ&ccedil;ченĕсемшĕн иртнĕ икĕ &ccedil;ул ансат пулмарĕ. Кăшăллă вируспа кĕрешме чир алхаснă вăхăтрах вĕренсе пыма тӳр килчĕ. Пĕлтĕр ковид-19 амакпа кĕрешме 8 миллиард тенкĕ тăкакланă, вĕсенчен миллард тенки республика хыснинчен. Асăннă нухратпа пин ытла койка хатĕрленĕ. Чире хирĕ&ccedil; кĕрешес ĕ&ccedil; те Чăваш Енре туллин пурнă&ccedil;ланса пырать. Хальлĕхе республикăра пурăнакансенчен 50 проценчĕ сыхлăх эмелне яртарнă. ТАТЬЯНА МАРКЕЛОВА: &laquo;Цифровизаци малалла аталанса пырать. Тухтăрсем патне компьютер урлă &ccedil;ырăнма пулать, &ccedil;авăн пекех вакцинацине те. Йывăр пулсассăн та пĕрремĕш звено терапевтсем хăйсен ĕ&ccedil;не &ccedil;ак пациентсене диспансеризаци туса, профосмотрсем туса тĕрлĕ чирсене хăвăртрах тупса палăртса &ccedil;авăн пекех вăхăтра пулăшас тесе&raquo;. Сыватмăшсене хальхи хатĕрсемпе тивĕ&ccedil;тересси те тимлĕхре. Улатăр районĕнчи тĕп больницăна, сăмахран, компьютер томографĕ илсе панă. Хатĕрпе усă курса хăйĕн сывлăхне ви&ccedil;ĕ пин ытла &ccedil;ын тĕрĕсленĕ ĕнтĕ. Патăрьел районĕнче 2021 &ccedil;улта пилĕк фельдшерпа акушер пунктне тата пĕр тухтăр амбулаторине хута янă. НИКОЛАЙ ТИНЮКОВ: &laquo;Телемедицинăпа эпир анлă усă куратпăр. Пирĕн больницăра ковид чирĕпе чирлекенесе сиплекен уйрăм та у&ccedil;нă. Телемедицина пурри врачсене республикăри специалистсемпе, тĕп хулари, Мускаври специалистсемпе вăхăтра канашлама пулăшса парать&raquo;. 44 транспорт туянмалла, ял тăрăхĕнче пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ паракан 37 объекта тĕпрен юсамалла, Канаш районĕнчи тĕп больницăн &ccedil;ĕнĕ поликлиникине &ccedil;ĕклеме пу&ccedil;ламалла. Ларура тĕллевсем палăртнипе пĕрлех ĕ&ccedil;ре палăрнисене чысларĕ&ccedil;. Алексей Зотиков, Юрий Марков</p>

Читайте на 123ru.net