«Тылри паттăрлăх» марафон – Çĕрпӳ хулинче
Ĕçре те, уявра та, йывăрлăхра та – пĕрле. Чăваш тата тутар халăхĕ чылай çул пĕр çемьери евĕр килĕштерсе пурăнать. Çак туслăх Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пынă çулсенче, хÿтĕлев чикки çĕкленĕ тапхăрта та çирĕплĕхпе палăрнă. Икĕ халăх çыннисен ĕçĕ-хĕлне халалласа регионсен шайĕнче «Тылри паттăрлăх» марафон йĕркеленĕ. Унпа килĕшÿллĕн хальхинче Çĕрпÿ тăрăхĕнче патриотизм уявĕ иртрĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен ачасем шкулта тĕплĕн вĕренеççĕ. Урокра каламаннине, кăтартманнине куç умне сăнарлă кăларма шăпах та «Тылри паттăрлăх» марафон май парать. Ăна йĕркелекенсем кашни район-хула валлиех хăйне евĕрлĕ тĕпулусем, паттăрлăх сехечĕсем тата ташă-юрă программисем хатĕрлеççĕ. Çĕрпÿсемшĕн, сăмахран, архив тата музей ĕçченĕсем Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене çĕкленĕ çынсен ĕçĕ-хĕлĕ, вĕсен кун-çулĕ çинчен ĕнентерÿллĕ каласа пани кăсăклă пулчĕ. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Етĕрнере аслисем те, ачасем те пурччĕ залра. Кунта вара ачасем ытларах, мĕншĕн тесен вĕсен истори çинчен ытларах пĕлмелле. Унсăр пуçне программине те ачасене валли интереслĕрех пултăр тесе кăштах улăштарнă. Куславккара Куславкка çыннисем Сăр тата Хусан чиккисене хăпартнă чухне мĕнле ĕçлени пирки каласа парăпăр». Партиотла марафона Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ тата Тутарстан Республикинчен килнĕ хор илемлетрĕç. Юрă-ташă, хускану урлă та куракансем истори пулăмĕсене ăша хывма пултарчĕç. ОЛЬГА ПАВЛОВА: «Тутар Республикинчен килнĕ ушкăн паян питĕ чаплă концерт кăтартрĕ. Чĕре сиксе тухасла. Вĕсемпе юрлама та, ташлама та хатĕр. Чăнах та, чăвашсем те, тутарсем те, вырăссем те эпир пĕр çĕршывра пурăнатпăр, çак мероприяти тепĕр хут эпир пĕр çĕршывра, пĕрлĕхре вăй пулнине çирĕплетсе пачĕ». Аваллăхсăр – малашлăх çук текен каларăша шкул ачисем те лайăх чухлаççĕ. Марафона хутшăнни вĕсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. ЕКАТЕРИНА АРСЕНТЬЕВА: «Мана çак марафон питĕ килĕшрĕ. Эпĕ ку мероприятие курма килнĕшĕн питĕ хавас. Чăнах та, пирĕн халăх вăрçă вăхăтĕнче хăйĕн паттăрлăхне, чăтăмлăхне кăтартрĕ. Çĕрпÿ халăх çыннисем те пĕтĕм вăйне хурса ĕçленĕ. Эпир вĕсемпе мухтантпăр, асра тытатпăр». НИКОЛАЙ ХАРЛАМОВ: «Мана выставка килĕшрĕ тата марафон питĕ усăллă. Эпир туссемпе савăнса марафон пăхрăмăр». Чăваш Енре «Тылри паттăрлăх» марафон вĕçленмест-ха, ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче - Куславкка районĕсенче те анлă тĕлпулу иртĕ. Юлия Адюкова, Игорь Зверев