Чăваш Енре хӳтлĕх тупнă
Донецк халăх республикинчен куçса килнĕ Бургело çемйи Чăваш Енре хӳтлĕх тупнă. Пăлхануллă лару-тăру хуçаланнă вăхăтра ашшĕ Любомила хĕрĕпе Чăваш Ене ятарлă программăпа усă курса реабилитаци тухма килнĕ. Амăшĕпе ывăлĕ вара тăван тăрăхра – Горловка хулинче юлнă. Уйăх каялла вара çемье пĕрле пулма тĕллев лартнă. Гуманитари çулне уçсан Иринăпа Илья Чăваш Ене çитеççĕ. Халĕ тинех ашшĕ-амăшĕ, ачисем – пĕрле. Пăлхануллă лăру-тăру хуçаланма пуçлансан амăшĕн чĕри, паллах, пĕр самантлăха та лăпланайман. Илья ывăлĕн тата хăйĕн пурнăçне упраса хăварас шухăш, çак туртăм чи малти вырăнта пулнă. Аслă хĕрĕн Любомилăн сывлăхĕ пирки шутлани те амăшĕн чунне канăç паман. Чи пĕлтерĕшли – вăл Чăваш Енре хӳтлĕхре, шутланă пĕр вĕçĕмсĕр Ирина Бургело. Паян çемье пĕрле. Ачасем час-часах пăлхануллă самантсене аса илеççĕ тет Ирина. Чăваш Енре вĕсем лăпкăлăх тата тăнăç пурнăç тупнă. ИРИНА БУРГЕЛО: «Вĕсене кунта питĕ килĕшет. Ялти шкулта ачасем питĕ ырă кăмăллă. Тус-юлташсем те тӳрех тупма пултарчĕç вĕсем. Мила, аслă хĕр: «Анне эпĕ киле каймастăп пуль. Кунтах шкул пĕтеретĕп», – тесе те калать. «Мĕншĕн?», – тесе ыйтсан: «Кунта эпĕ хĕрсемпе туслашрăм», – тет вăл». Бургело çемйи лару-тăру лăпланасса кĕтет. Ыран мĕн пуласса вĕсем пĕлмеççĕ, анчах та ачасен сывлăхĕ, тăнăç пурнăç. «Тĕрĕсрех каласан, пурнăç – хăй те паха парне», – палăртаççĕ аякран килнĕскерсем