Новости по-русски

Пулас хӳтĕлевçĕсене çитĕнтереççĕ

Пулас хӳтĕлевçĕсене çитĕнтереççĕ

Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ Александр Кочетов ячĕллĕ пĕлӳ çурчĕ – Тăван çĕршывăн пулас хӳтĕлевçисене хатĕрлекен шкул. Унта çак кунсенче уçă алăксен кунĕ иртни пирки эпир куракансене пĕлтернĕччĕ. Патриотлăх туйăмне аталантаракан шкулта çарпа тинĕс флотĕнче хĕсметре тăракан офицерсем те пулса курчĕç. Кадет шкулĕнчи лару-тăрупа паллашрĕç, ачасем мĕнле пурăннипе кăсăкланчĕç. Кунта арçын ачасемпе танах хĕр ачасем те пĕлӳ илеççĕ. Кадет пулса тăриччен кашниех çирĕп тĕрĕслев тухнă. Çивĕч ăспа танах вĕсен сывлăхн

<p>Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ Александр Кочетов ячĕллĕ пĕлӳ &ccedil;урчĕ &ndash; Тăван &ccedil;ĕршывăн пулас хӳтĕлев&ccedil;исене хатĕрлекен шкул. Унта &ccedil;ак кунсенче у&ccedil;ă алăксен кунĕ иртни пирки эпир куракансене пĕлтернĕччĕ. Патриотлăх туйăмне аталантаракан шкулта &ccedil;арпа тинĕс флотĕнче хĕсметре тăракан офицерсем те пулса курчĕ&ccedil;. Кадет шкулĕнчи лару-тăрупа паллашрĕ&ccedil;, ачасем мĕнле пурăннипе кăсăкланчĕ&ccedil;. Кунта ар&ccedil;ын ачасемпе танах хĕр ачасем те пĕлӳ иле&ccedil;&ccedil;ĕ. Кадет пулса тăриччен кашниех &ccedil;ирĕп тĕрĕслев тухнă. &Ccedil;ивĕч ăспа танах вĕсен сывлăхне те, вăй-халне те хакланă. Кадет корпусĕнче тăрăшакансем &ccedil;амрăксене &ccedil;ар енĕпе тĕллевлĕ аталанма пулăша&ccedil;&ccedil;ĕ. Тĕрлĕ региона тухса &ccedil;ӳрени, спорт ăмăртăвĕсене час-часах хутшăнни те &ccedil;итĕнекен ăрăвăн кăмăл-туйăмне &ccedil;ирĕплетет. Кадет шкулĕнче вĕренекенсем патĕнче маттур &ccedil;ар &ccedil;ыннисем час-часах пула&ccedil;&ccedil;ĕ. Хăюлăхпа &ccedil;ĕнтерӳ, чап-мухтав пирки чун-чĕре ыйтнипе каласа пара&ccedil;&ccedil;ĕ. МИХАИЛ ЕФРЕМОВ: &laquo;Мана &ccedil;акăнта ачасем мĕнле пурăнни питĕ килĕшрĕ. Условисем те вĕсен питĕ лайăх. Эпĕ вĕсене пăхнă хы&ccedil;&ccedil;ăн мана килешсе кайрĕ. Хамăн ачасем &ccedil;итĕнсе &ccedil;итсен кадет корпусне яма шухăш тытатăп. Эпĕ хам та &Ccedil;ур&ccedil;ĕр флотĕнче Мурманск хулинче служить тăватăп. Мана питĕ килĕшет. Пĕрремĕш &ccedil;ул мар, 8-мĕш &ccedil;ула кайрĕ. &Ccedil;ак службăна юлса кайрăм та, халь вăл маншăн килти пек&raquo;. &Ccedil;арпа тинĕс флотĕнче хĕсметре тăракан офицерсем &ccedil;ĕршыври пур кадет корпусĕнче те пулса курнă. Кунта тарăн пĕлӳ тата патриотла воспитани илме пур майсем те пуррине палăртрĕ&ccedil;. &Ccedil;ар &ccedil;ыннисене хатĕрлекен Шупашкарти чаплă шкул пирки ĕ&ccedil;тешĕсене каласа пама шантарчĕ&ccedil;. Елизавета Цветкова, Николай Скворцов</p>

Читайте на 123ru.net