Паллă ентешĕмĕрсене халалласа
Тĕрлĕ конкурс, çавра сĕтел, тĕл пулу – Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалласа нумай уяв йĕркелемелле. Çапла палăртрĕç Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн хастарĕсем. Чăваш наци конгресĕн хĕрарăмсен комитетĕнче тăракан хастарсем хăйĕн ĕмĕрне театрпа çыхăнтарнă Вера Кузьмина артист тата ытти паллă çын кун-çулĕпе çыхăннă аса илӳсемпе паллаштарчĕç. Вĕсенчен кашниех тăван халăхшăн сумлă ĕç пурнăçланă. ЮЛИЯ МАРЕЕВА: «Комитетпа эпир тепĕр пĕлтерĕшлĕ мероприяти ирттерме палăртрăмăр. Вăл – Аркадий Айдак. 85 çул тултарнă май Тури Ачак ялĕнче çавра сĕтел ирттерес терĕмĕр. Унта, паллах, шкул ачисем хутшăнаççĕ. Сумлă çынсем Аркадий Павловичпа пĕрле ĕçленисем мăшăрĕ те хутшăнасса кĕтетпĕр». Малашне çамрăксене республикăри паллă çынсемпе паллаштарас тĕллевпе Чаваш наци конгресĕн хастарĕсем «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма», «Çеçпĕл çеçкисем», «Асаннен асамлă юмахĕсем» тата ытти конкурс, проект ирттересшĕн. Çавăн пекех музейра пухăннисемпе шăрçасемпе эрешсем тăвассипе ăсталăх класĕ ирттерчĕç