Чăваш Енре командăпа штаб вĕренĕвĕ иртет
Çуркунне çанталăк ăшăтма пуçласанах пушар алхасма тытанать. Сăлтавĕ - çынсем хăйсен сад-пахчисене тасатнă чухне типĕ курăк, ытти çӳп-çапа çунтарни. Шел, хăшĕсем çак ĕçе тунă чухне тимлĕх пирки манаççĕ. Çапла хăйсен çеç мар, ыттисен пурлăхĕшĕн, сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Çанталăк тăруках ăшăтнă вăхăтра шыв илес хăрушлăх та пур. Республикăра синкерлĕ лару-тăрăва хатĕр. Ака уйăхĕн 12-14-мĕшĕсенче Чăваш Енре командăпа штаб вĕренĕвĕ иртет. Кунашкал вĕренӳ Раççейĕпех иртет. Хăть те мĕнле пăтăрмах пулсан та çăлавçăсен инкеке çĕнтерме яланах хатĕр пулмалла. Шăпах çакă синкерлĕ лару-тăру сиксе тухсан пур майпа та усă курма, кашни утăма палăртса хума тата çынсене кĕске вăхăтра пулăшма май парать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕренӳ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, витĕмлĕ ĕçлени инкек сиенлĕхне чылай чакарма пулăшмаллине каларĕ.