Новости по-русски

«Салтак конверчĕ» конкурс-фестивале хутшăнĕ

Паттăрлăх, юрату, çĕнтерÿ çинчен – юрă урлă. Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ Валентина Кокотанова республика чысне «Салтак конверчĕ» фестиваль-конкурсра хÿтĕлеме хатĕрленет. Пултарулăх ăмăртăвĕ Ставрополь хулинче иртĕ. Унта Раççейри тата Беларуçри артистсем хутшăнĕç. Юрлама юратаканпа Юлия Адюкова репортёр тĕл пулчĕ. Валентина Кокотанова 6 çултанах юрлама кăмăллать. Çак туртăм унăн чунĕнче вырăн тупни ăна Чулхула облаçĕнчен Чăваш Ене илсе çитернĕ. 2-мĕш курс студентки хăйĕн ăсталăхне вун-вун сцена çинче кăтартма ĕлкĕрнĕ. Маттур пике çĕршыв, тĕнче шайĕнчи конкурс-фестивальсенчен пĕрре мар çĕнтерÿпе таврăннă. Çавăнпа та Валентинăна пултарулăх тĕнчинчи çутă çăлтăрпа танлаштарни те ахаль сăмах мар. Çитес уйăхра çамрăк артист «Салтак конверчĕ» фестивалĕн финалне хутшăнĕ. Унти сцена çине тухма вăл пĕлтĕрех ĕмĕтленнĕ. Кăçал тинех шаннă ĕмĕчĕ хăйĕн мехелне тупнă. ВАЛЕНТИНА КОКОТАНОВА: «Ман çинче питĕ пысăк яваплăх пулнине ăнланатăп. Паллах, хумхантарать. Эпĕ артист пулнăран сцена çине тухнă чухне яланах çăмăл пăлхану туятăп. Хамăн шухăшсене, туйăмсене куракансем патне тĕрĕс çитерес тесе сăнар тĕнчине туллин кĕме тăрăшатăп». Фестивальте пике Людмила Татьяничева сăмахĕсемпе Михаил Чистов кĕвĕленĕ юрра шăрантарĕ. «Салтак конверчĕ» фестивальте пĕлтĕр Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн ĕçченĕ – Максим Попов Гран-прие тивĕçнĕччĕ, 2020-мĕш çулта та çĕнтерÿ пирĕн енчех пулнă, ун чухне сумлă наградăна Чăваш патшалăх академи симфонин капеллин хорĕн артисчĕ Андрей Макаров çĕнсе илнĕччĕ. Кăçал та юрăçсен пултарулăхне паллă артистсем хак парĕç. Çак шутра Олег Газманов, Лариса Долина, Денис Майданов тата ыттисем те. Фестиваль-конкурс ака уйăхĕн 30 мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 5-мĕшĕччен пырĕ. Юлия Адюкова, Георгий Кривошеин

Читайте на 123ru.net