Çамрăк кулинарсем ăмăртрĕç
Тăпăрчă, çăнăх, çăмарта тата ытти те. Тутлă çимĕç пĕçерес тесен мĕн пĕлмелле? Шупашкарти 17-мĕш тата 28-мĕшĕ ача сачĕсене çÿрекенсем хула шайĕнче иртнĕ кулинари батлне хутшăнчĕç. Çамрăк ăстасем тивĕçе пурнăçлама пултарнă-и? Тупсăмĕ – пирĕн сюжетра. Тăпăрчă икĕрчи – ачасем ирсерен çиме юратакан апатсенчен пĕри. Ăна еплерех пĕçермеллине халĕ çамрăк кулинарсем те аван пĕлеççĕ. Ку енĕпе вĕсем ăмăртма та пултараççĕ иккен. Шăккалат, рис çăнăхĕ, манна кĕрпи, кулинарире усă куракан ятарлă мăк, улма-çырла. Кашни ушк
<p>Тăпăрчă, çăнăх, çăмарта тата ытти те. Тутлă çимĕç пĕçерес тесен мĕн пĕлмелле? Шупашкарти 17-мĕш тата 28-мĕшĕ ача сачĕсене çÿрекенсем хула шайĕнче иртнĕ кулинари батлне хутшăнчĕç. Çамрăк ăстасем тивĕçе пурнăçлама пултарнă-и? Тупсăмĕ – пирĕн сюжетра. Тăпăрчă икĕрчи – ачасем ирсерен çиме юратакан апатсенчен пĕри. Ăна еплерех пĕçермеллине халĕ çамрăк кулинарсем те аван пĕлеççĕ. Ку енĕпе вĕсем ăмăртма та пултараççĕ иккен. Шăккалат, рис çăнăхĕ, манна кĕрпи, кулинарире усă куракан ятарлă мăк, улма-çырла. Кашни ушкăнăн хăйĕн вăрттăнлăхĕ тата хатĕрлемелли меслечĕ пур. Ăмăртура ачасене аслисем пулăшрĕç, çапах çамрăк хастарсен шухăшĕ, ăсталăхĕ – тĕпре пулчĕ. Шупашкарти 28-мĕшĕ ача сачĕн кулинарĕсем тăпăрчă икерчисенчен тĕрлĕ сăнар шухăшласа кăларчĕç, вĕсене шăккалатпа тата бананпа илемлетрĕç, 17-мĕш ача сачĕн хастарĕсем вара хальхи йышши поварсем евĕр ĕçре илемлетмелли мăкпа усă курчĕç. Чаплă ăмăртури евĕрех ачасен ăсталăхне тӳресем хак пачĕç. Кулинари батлĕнче туслăх çĕнтерчĕ. Çакнашкал ăмăртусем ачасен тавракурăмне аталантараççĕ, вĕсене пĕчĕкренех пултарулăх тĕнчин хăнеевĕрлĕхĕпе паллашма май туса параççĕ, палăртрĕç ăмăртăва йĕркелекенсем</p>