Новости по-русски

Укçа-тенкĕне тытма пĕлмелле

Мĕн вăл налук? Мĕншĕн эпир ăна тӳлетпĕр? Налука ăçта тăкаклаççĕ? Çакă тата ытти ыйтăва паян Чăваш Ен тĕп хулинчи 65-мĕш шкулта сӳтсе яврĕç. Уçă урока Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков хутшăнчĕ. Ачасемпе пĕрле вăл та партта хушшине ларса тĕрлĕ йывăрлăхсене парăнтарчĕ. Шупашкарти 65-мĕш шкул вĕренекенĕсемпе пĕрле хăнăхтарăва Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков та пурнăçларĕ. Унта çуртшăн мĕн чухлĕ налук тӳлемеллине тупмалла. Пӳртĕн кадастр хакĕ, лаптăкĕ тата налук ставки паллă. Хăнăхтарăва пурнăçлама çурт лаптăкĕ кирлĕ мар тесен те юрать. Çапах та вĕрентекенпе Михаил Геннадьевич килĕшме пултараймарĕ. Укçа çумне укçа хурсан хутаç пулать теççĕ халăхра. Унпа тĕрĕс усă курни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ачасене çак ăсталăха шкул саккинченех хăнăхтармалла. 65-мĕш шкулта çак енпе тĕплĕн ĕçлеççĕ. ЯНА ЛАЗАРЕВА: «Мĕн пĕчĕкрен пире укçа-тенкĕне тытма пĕлмелле. Мĕн вăл тупăш, тăкак, яваплăх налук – çак сăмахсене те пĕлмелле. Çавăнпа пирĕнпе финанс пĕлĕве уроксене ирттереççĕ. Эпĕ халь 15-ре. Манăн банк картти пур. Банк карттипе мĕнле операци тумаллине те урокра вĕренетпĕр». Михаил Ноздряков пĕлӳ çурчĕпе те паллашрĕ. Эпир вĕреннипе танлаштарсан халĕ, паллах, майсем чылайрах палăртрĕ вăл. «Чи пĕлтерĕшли вара шкул ачисем илнĕ пĕлĕве пурнăçра тĕрĕс те усăллă усă курччĕр», – терĕ вăл. Алексей Зотиков, Игорь Зверев 

Читайте на 123ru.net