Новости по-русски

Ачасем валли – йăпатмăшсен кĕнеки

«Кĕнеке – чи çывăх юлташ», – теççĕ халăхра. Çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче те çитĕнекен ăру чăваш хайлавĕсене вулас туртăма ан çухаттăр тесе республикăра литературăпа çыхăннă çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕртеççĕ. Чăваш чĕлхи кунĕнче вулакансене пĕчĕккисем валли кăларнă йăпатмăшсен кĕнекипе паллаштарчĕç. Тĕрлĕ тĕслĕ, сăн ӳкерчĕклĕ кĕнеке хăйне евĕрлĕ. Ăна вулама çеç мар, итлеме те пулать иккен. Кĕнеке хĕрринче аудиопенал пускăчсем чăваш йăпатмăшĕсене янраттарсах итлеттереççĕ. Çак çĕнĕлĕх ачасен çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕн кăмăлне те каять. Чи пĕчĕккисене лăплантарас, хавхалантарас тĕллевпе шăрçаланă сăвă-юрăсем чăваш халăхĕн сăмахлăхĕнче сĕм авалах пулнă. Вĕсене ачасене апат çитернĕ, çывăрттарнă, мунча кĕртнĕ, утма вĕрентнĕ чухне ытларах каланă. Çĕнĕ кĕнекепе паллашнă май ачасем йăхран йăха куçса пыракан пуян сăмахлăха ăшă хывĕç. Кăларăма Чăваш Ен аталанăвĕн «ПĔРЛЕ» фончĕ тата Чăваш Республикин хĕрарăмсен канашĕ пулăшнипе пичетленĕ. Ăна икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла хатĕрленĕ. «Илемлĕ янăракан йăпатмăшсемпе композицисене итлесе пĕчĕк ачасем сахалран та икĕ чĕлхе тата культура пĕлсе çитĕнĕç», – палăртрĕ Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Наталья Николаева. Уявра çамрăк вулакансем ăсталăх лаççисене хутшăнчĕç, чăваш çыравçисемпе куçа-куçăн тĕл пулса сăмахларĕç 

Читайте на 123ru.net