Новости по-русски

Гимн юрлĕç

Ачасене патриотла воспитани парасси, чи малтанах, çемьере никĕсленет. Çак ĕçе вĕренӳ çурчĕсенче те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Сапăрлăх, кăмăл-сипет йĕркисене малти вырăна кăларас тĕлĕшпе авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççейри шкулсенчи вĕренӳ эрнисене гимн юрланинчен тата патшалăх ялавне çĕкленичен пуçлĕç. Çак çĕнĕлĕх чăваш ачисене те кăсăклантарать. Малашлăхра пурнăçа кĕртме палăртнă патриотла ĕçсем, культурăпа историпе çыхăннă проектсем çинчен «Тантăш» хаçатăн çамрăк корреспонденчĕсем Чăваш Ен ертÿçипе, Олег Николаевпа йĕркеленĕ тĕлпулура та ыйтса пĕлчĕç. ЛИДИЯ МАТРОСОВА: «Олег Алексеевич, çак уйăхра Шупашкарти шкулсенче пилот проекчĕ хута кайрĕ. Ачасем музыка, ОБЖ тата истори урокĕсенче Раççей гимне шăрантараçĕ. Тата çавăн йышши мĕнле проектсем хута ярасшăн?» – 1-мĕш сентябрьтен пуçласа кашни эрнере тунтикунсенче Раççей Федерацийĕн ялавне, паллах ĕнтĕ, регионсенче эпир хамăр республика ялавĕсене те пĕрле хăпартса, гимн юрласси питĕ кирлĕ, питĕ паллă япала пулса тăрать. Çак проектсем, ман шутпа, пирĕн йăла-йĕркесене, хамăр историне кăтартса пыракан япаласем пулмалла. Çаксене туса пырсассăн эпир асаилӳ çăлкуç пек тапса тăракан вăя паянхи куна çитерсе, ăна хамăра валли илсе усă курма пултаратпăр тесе шутлатăп». Çĕнĕрен те çĕнĕ, ырă проектсене малашлăхра та пуçарса пурнăçа кĕртмеллине палăртрĕ регион ертӳçи. Çавăн пекех вăл иртнĕ çул Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене çĕкленĕ паттăрсене халалласа сахал мар ĕç-пуç йĕркеленине асăнчĕ. Тĕлпулу çитĕнекен ăрушăн усăллă пулчĕ 

Читайте на 123ru.net