«ПроFFстарт» проект пурнăçланать
Шкул пĕтерсен ăçта вĕренме каймалла? Пулас профессие мĕнле майпа суйламалла? Çу уйăхĕ çывхарнă май çак ыйтусем аслă классенче вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшне уйрăмах канăç памаççĕ. Пулас абитуриентсене тĕрĕс суйлав тума пулăшас тĕллевпе республикăра «ПроFFстарт» проект пурнăçланать. Унпа килĕшӳллĕн çамрăксем техникумсемпе колледжсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ, хăйсене пулас профессире тĕрĕслесе пăхаççĕ. Шупашкарти 59-мĕш шкул вĕренекенĕсемпе пĕрле пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те электромеханика тытăмĕпе çыхăннă специальноçсемпе паллашрĕ. Пуларуллă яш-кĕремпе хĕрсем хальлĕхе шкулта вĕренеççĕ пулин те пуласлăх çинчен самай шухăшлаççĕ. Чуна çывăх ĕçе алла илсе республикăшăн кирлĕ те усăллă çынсем пуласшăн вĕсем. Хĕрсемпе каччăсем пĕлтерĕшлĕ суйлавра йăнăшас мар тесе вăтам професси пĕлĕвĕ паракан техникумсемпе колледжсене çитсе килме те тăрăшаççĕ. Иртнĕ çулсенче профориентаци эрнисенче ачасем ытларах вăл е ку вĕрĕнӳ заведенийĕ çинчен каласа панине итленĕ. Кăçал тĕлпулусен программине çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Ачасем хайсене кăсăклантаракан ĕçре тĕрĕслесе пăхма, опытлă вĕрентекенсенчен канаш-сĕнӳ илме те пултараççĕ. Интерактив мелĕ теорирен практикăна куçма май парать. СТАНИСЛАВ ТИХОНОВ: «Паян çак робот çинчен каласа патăм ачасене. Çак робот чăваш предприятийĕсенче те пур. Ачасем хăйсем çак роботпа ĕçлесе пăхрĕç. Вĕсене питĕ килĕшрĕ. Эпĕ те шкул ачи пулнă чухне колледжсене çӳренĕ, çакă питĕ усăллă». Иртнĕ эрнере çеç профориентаци эрнине 1600 ытла ача хутшăннă. Ытларах хĕрсемпе каччăсене ял хуçалăх, фармаци тытăмĕсемпе тата повар ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă вĕренӳ заведенийĕсем килĕшнĕ. Тĕлпулусем татах та пулĕç-ха. Вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче профориентаци эрни ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче вĕçленĕ. Юлия Адюкова, Юрий Марков