Новости по-русски

Раççей картти çула тухать

Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕ – Раççей кунĕ. Ăна анлă та пуян ирттерме палăртаççĕ. Патшалăх уявĕ умĕн вара савăнăçлă лару-тăрура тĕрленĕ Раççей карттине пахалаççĕ. Çак ыйтăва влаçра тăрăшкансен тунтикунсерен иртекен ларăвĕнче хускатрĕç. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Раççей кунне эпир халăхпа пĕрле ирттеретпĕр. Пĕтĕм Раççейпе пĕрле. Республика шайĕнче кашни культура учреждени уява ирттерме хутшăнать – 700 ытла мероприяти иртет кашни учрежденинче. Вĕсене 90 000 ытла çын хутшăнĕ. Пысăк мероприятисем Шупашкарта иртĕç». Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Надежда Бабкина юрăçа кĕтсе илет. Патăрьел, Куславкка, Çĕнĕ Шупашкар тата ытти те – «Раççей юрри» марафонпа вăл 10 районпа хулара пулать. Паллах, Раççейĕн тĕрленĕ карттине те ку эрнере халăх умне кăлараççĕ. Çĕртме уйăхĕн 10-мешĕнче филармонинче презентаци иртет. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, карттăна тĕрленĕ çĕре пур регионтан та 200-е яхăн тĕрĕçĕ хутшăннă. «Паха тĕрĕ» фабрикăра фрагментсене сыпăнтарса пĕтернĕ. Сăмах май, Раççей империйĕн карттине 150 çул каялла тĕрленĕ пулнă. 1872-мĕш çулта Çветтуй Екатерина орденĕллĕ Мускав училищин вĕренекенĕсем тĕрленĕ ĕçе 2-мĕш Александра парнеленĕ пулнă. Çак тĕрленĕ картта халĕ Мускав Кремлĕн музейĕнче упранать. Раççейри тĕрĕ ăстисен пĕрлештернĕ ĕçĕ управăша çитиччен çула тухать. Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче филармонинче презентаци иртнĕ хыççăнах карттăна Санкт-Петербургра иртекен анлă форума илсе каяççĕ. Унтан ăна Республика кунне палăртма пухăнакансем Шупашкарта пахалама пултараççĕ. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Раççей карттине тĕрленĕсĕр пуçне эпир регионсемпе пĕрле 82 панно хатĕрленĕ. Вĕсенче кашни регионăн хăйне евĕрлĕ ĕçне курма пулать. Вăл панносем Чăваш Енрех юлаççĕ. 11-мĕш июньтен вĕсем чăваш тĕррин музейĕнче вырнаçаççĕ. Курма пулать вĕсене. Тĕрлĕ регионсем Раççей карттине мĕнле курма пулать тесе ыйтаççĕ. Паянхи куна Тулăран çыру ярса панă хăйсем патне çитерме. Ханты-мансийскран. Унсăр пуçне Мускавран та сĕнӳпе тухрĕç. Декабрьте вăл Мускава çитмелле». Кăçал Раççейре культура эткерлĕхĕн çулталăкĕ. Раштав уйăхĕн вĕçĕнче ăна пĕтĕмлетсе çĕршывăн тĕп хулинче пысăк уяв ирттереççĕ. Раççейĕн тĕрленĕ картти унта та куравра пулĕ. Алина Сусметова, Юрий Марков 

Читайте на 123ru.net