Новости по-русски

«Пушкин диктантне» çырчĕç

Вырăссен аслă поэчĕ Александр Пушкин мĕнелникне тата вырăс чĕлхи кунне халалласа Шупашкарта «Пушкин диктантне» çырчĕç. Чăваш Ен тĕп хули 8 çулта пĕрремĕш хут çак пĕтĕм тĕнчери акцие ирттермелли лапам пулса тăчĕ. Диктанта Александр Сергеевич Пушкин тексчĕсене тĕпе хурса хатĕрленĕ. Ун тăрăх хăнăхтарусем те тумалла пулчĕ. Диктант çырма хутшăнакансем ыйтусем интереслĕ те кăсăклă пулнине пĕлтерчĕç. Чылайĕшĕ кунтах çĕннине нумай пĕлчĕ. ЛАРИСА САВУКОВА: «Пушкин диктантĕнче интереслĕ ыйтусем пулчĕç. Хăш-пĕр ыйтусене, чăнах та, манса та кайнă темелле, аса илме лекрĕ. Хăш-пĕр ыйтусемпе, чăнах та, пуçа çĕмĕрме лекрĕ. Аса илмелле пулчĕ». Хăнăхтарусене тĕрлĕ ӳсĕмри çынсене шута илсе тунă. Ют çĕршыв çыннисем валли вырăс чĕлхине хăш шайра пĕлнине тĕпе хурса йĕркеленĕ. «Пушкин диктанчĕ – 2022» çĕртме уйăхĕн 6-мĕшенче ĕçлеме пуçларĕ. Вăл шăматкунччен ĕçлĕ. Диктант çĕнтерӳçисене хисеп хучĕсемпе чыслĕç. Пур хутшăнакана та сертификат парса хавхалантарĕç. Елизавета Цветкова, Сергей Емельянов 

Читайте на 123ru.net