Новости по-русски

Сĕт кунне уявларĕç

Çуллахи каникул – ачасемшĕн савăнăçлă вăхăт. Çак тапхăра асра хăварма «Етĕрне сĕчĕ» завод ĕçченĕсем пĕчĕккисем валли уяв йĕркелерĕç. Ăна пĕтĕм тĕнчери сĕт кунне тата ачасене хӳтĕлемелли куна халалларĕç. Кăсăклă конкурссем, тӳлевсĕр атракционсем, экскурси. Тутлă та савăнçăлă уявпа пирĕн сюжетра паллашма пултаратăр. Ачасен хаваслă кулли – çемье çеç мар, çĕршыв илемĕ те. Пĕчĕккисемпе аслисене телейлĕ туйăмсем парнелеме вара уявсем пулăшнине «Етĕрне сĕчĕ» завочĕн ертӳçисем аван пĕлеççĕ. Вĕсем тăрăшнипе кăçал 5-мĕш хут анлă лару-тăрура пĕр лапама пуçтарăнма пултарчĕç етернесем. ГАЛИНА ВАСИЛЬЕВА: «Мăнуксемпе килнĕ, ачасемпе. Лайăх, питĕ савăнăçлă. Тавтапуç пурне те, ертсе пыракансене çакăн пек праздник туса панăшăн ачасене. Ачасем йогурт çиеççĕ нумайрах, кефир та юратаççĕ, хамăр та çавна юрататпăр». Сĕт, хăйма, турăх, тăпăрчă, йогурт тата ытти те. «Етĕрне сĕчĕ» пĕрлешӳ туса кăларакан продукцие паян Чăваш Енре çеç мар, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Сĕт-çу таварĕ тутлă пулнипе пĕр танах техемлĕ те паха. Кăна кашниех çирĕплетме пултарать. МАРИЯ ВАЛИНА: «Унта пирĕн нимĕнте хушмаççĕ, таса сĕтрен тăваççĕ, ĕне сĕтĕнчен». Батут çинче чун каниччен сикнĕ, чуччусемпе ярăннă, юрласа ташланă хыççăн кашниех тутлă йогуртпа е сĕтпе сăйланса вăй пухма пултарчĕ. Ашшĕ-амăшĕ туянакан Етĕрне сĕтне тата ытти тутлă юр-вар çимĕçе мĕнлерех туса кăлараççĕ-ши? Çак ыйту чылай ачана кăсăклантарать. Уява пухăннисен вара завод ĕçĕ-хĕлĕн вăрттăнлăхĕсене пĕлме, унта вырнаçнă оборудованипе тĕплĕнрех паллашма та май пулчĕ. МАРИНА ДАНИЛОВА: «Бутылкăсем мĕнле тухнине, сĕтсем мĕнле кайнине ачасене питĕ интереслĕ курма. Çакăн пек уявсем ачасем валли, паллах, кирлĕ. Вĕсем çĕннине пĕлме пулăшаççĕ». СЕРГЕЙ ТОКСУБАЕВ: «Эпир ачасем, аслă классенче вĕренекенсем валли пĕр хутчен экскурси ирттерместпĕр ĕнтĕ. Сĕт лавккана кайса килнипе çеç пулмасть. Ачасем сĕте мĕнле майпа туса кăларнине ăнлаччĕр тетпĕр. Кунта вĕсем пĕтĕмпех курма пултараççĕ. Тен, ачасенчен хăшĕ-пĕри малашне сĕт юр-вар продукцийĕ туса кăларса, çынсене тăрантарас ĕçе те суйласа илĕ». Малашлăхра предприяти тĕрлĕ тĕслĕ чăкăт-сыр, ача-пăча апачĕ кăларма та палăртать. Эппин, пĕчĕккисем кăмăллакан продукци шучĕ лавккасенче те, сĕтел çинче те татах та ӳсĕ. Юлия Адюкова, Сергей Емельянов 

Читайте на 123ru.net