Новости по-русски

Ĕçри пысăк çитĕнӳсемшĕн

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев «Çеçпĕл» предприяти ертӳçине Владимир Бакшаева ĕçри пысăк çитĕнӳсемшĕн Чăваш Республикин хисеп грамотине, промышленоçа аталантарас ĕçре пысăк тӳпе хывнăшăн Раççей Федерацийĕн промышленноçпа суту-илӳ министерствин хушăвĕпе ăна «Хисеплĕ машиностроитель» ят панă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, «Çеçпĕл» предприяти регион экономикине аталанма пулăшать терĕ. Кунта калăплакан паха продукцие ырлаççĕ. Ăна сутлăха кăларассипе чăрмав çук. Олег Николаев предприяти ертӳçине палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме, пысăк çитĕнӳсем тума ăнăçу сунчĕ

Читайте на 123ru.net