Новости по-русски

Хутса ăшăтмалли тапхăра халех хатĕрленмелле

Хутса ăшăтмалли тапхăр республикăра çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Апла пулин те коммуналлă хуçалăхра тăрăшакансен хĕвелçаврăнăш шĕкĕлчесе ларма вăхăт çук. Ку тытăмра тăрăшакансем кĕрхи сивĕ кунсене кĕтсе илме паянах хатĕрленеççĕ. Хутса ăшăтмалли тапхăр ăнсăртран пуçланмасть. Республикăра çулсерен авăн уйăхĕнче хваттерсемпе çуртсене ăшă çитет. Пĕлтĕр авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче ача сачĕсемпе шкулсем, сыватмăшсем çак ырлăха туйрĕç. Вунă кунра республикăра пур çĕре те ăшă парса çитернĕ. 2021-2022-мĕш хутса ăшăтмалли тапхăрта Чăваш Енре 258 хутчен авари пулнине шута илнĕ. Ытларах пайĕ – шывпа тивĕçтермелли ыйтупа çыхăннă. Яваплă вăхăтра пысăк чăрмав ан пултăр тесен шăпах çулла çанă тавăрса ĕçлемелле, юсав ирттермелле. Шел те, иртнĕ çул 26 муниципалитетран 21-шĕ çеç кĕрхи тата хĕллехи сивĕсене кĕтсе илме хатĕррине кăтартакан паспорт илейнĕ. Пухăннисем парăм пирки те калаçрĕç. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕше тĕлне çутçанталăк газĕпе усă курнăшăн миллиард та 187 миллион тенкĕ ытла тӳлемен. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, ку кăтарту 16 процент лайăхланнă-ха. Анчах парăма татассипе ятарлă график хатĕрленĕ. Сăмахран, çу уйăхĕнче 257 миллион тенкĕ ытла кивçене пĕтермелле пулнă пулсан, 56 миллион тенкине çеç парса татнă. Республика ертӳçи ку ыйтăва куçран вĕçертмелле маррине, графике пăхăнса пымаллине каларĕ 

Читайте на 123ru.net