Новости по-русски

«CHUVA» компанире ача-пăча уявĕ иртрĕ

«CHUVA» – Чăваш Енри чи пысăк ял хуçалăх предприятийĕсенчен пĕри. Кăларакан продукци калăпăшĕ те – аш-какай туса илессипе малта пырать. Производство пĕрмай аталанса пырать. Ĕçлеме çеç мар, канма та пĕлеççĕ «CHUVA» компанире тăрăшакансем. Ачасене хӳтĕлемелли куна халалласа предприятин çĕнĕ ертӳçисем кунта ĕçлекенсем валли «Çынсем – чи кирли» сăмахсене тĕпе хурса уяв йĕркелерĕç. Агрохолдинг ĕçченĕсен ачисемшĕн шăматкуна усăллă та хаваслă иртрĕ. Хĕр ачасемпе арçын ачасем савăнса кăмăлне тултарчĕç. Чăваш Енри чи пысăк агропредприятин лапамĕнче конкурсем, ăсталăх класĕсем ирттерчĕç, юрă-ташă сасси кунĕпех кĕрлерĕ. НИНА СЕРГЕЕВА: «Эпир кун пек уявра пĕрремĕш хут. Ачасемпе килтĕмĕр. Ачасене питĕ килĕшет. Вĕсем выляççĕ, савăнаççĕ. Питĕ лайăх организаци. Пылак япаласем, печенисем тумаллисем те пур, ӳкермеллисем те пур. Пире вĕç питĕ килĕшет. Тавтапуç». «CHUVA» компанире аш-какай туса илессипе ĕçленине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Калăпăшĕ тĕлĕнтерет - çулталăкне 50 пин тонна ытла. Çавăнпа та ĕнтĕ уява йĕркелекенсем вăйăсене кунта туса кăларакан продукци ячĕпе çыхăнтарнă. «Вĕри чăх», «Çăмарта тыт», «Рецепта пĕл» – кашни ăмăрту хăйне евĕрлĕ интереслĕ те кăсăклă. Уявра ачасемпе танах аслисем те савăнчĕç. 100 метрлă тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа сăрланă хӳме те уява илем кӳрет. «Хула ача-пăча куçĕпе» ятлă арт-объекта пĕчĕккисем хăйсемех илемлетнĕ. Аслисем çамрăкраххисене ĕçре пулăшса, вĕрентсе пыни те пĕлтерĕшлĕ. Агрохолдинг «CHUVA» – «МегаМикс» компани ушкăнне кĕрет. Кунта çемье династийĕсем те пур. Ашшĕ-амăшĕн маттурлăхне тата тупăшне курса ачисем те предприятие ĕçлеме килеççĕ. Тен, уявра савăнакан ачасем малашне компанишĕн хаклă та яваплă ĕçтеш пулĕç. Предприяти ĕçченĕсем кунашкал пысăк уявсем малашне те ирттерес кăмăллă. Елизавета Цветкова, Инесса Потапова, Георгий Кривошеин 

Читайте на 123ru.net