Новости по-русски

Шупашкарта кинофестивале пĕтĕмлетрĕç

Шупашкарта кинофестивале пĕтĕмлетрĕç

Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери XV-мĕш кинофестивале пĕтĕмлетрĕç. 6 кун хушшинче Чăваш Енре пурăнакансемпе хăнасен 40 ытла кинофильм курма, ăсталăх лаççисемпе тĕлпулусене хутшăнма май пулчĕ. Тÿресене чи лайăх режиссурăна, ăста актёрсене палăртма çăмăл пулман. Сумлă наградăсене камсем илме тивĕçнине Юлия Адюкова каласа парать. Кинофорум программи кăçал уйрăмах пуян пулчĕ. Конкурса тăратнă ĕçсен йышĕнче – чикĕ леш енчи режиссерсен тата Раççейри кино ăстисен картинисем пулчĕç. Куракансем çавăн пекех çĕнĕлле ӳкерсе йĕ

<p>Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери XV-мĕш кинофестивале пĕтĕмлетрĕ&ccedil;. 6 кун хушшинче Чăваш Енре пурăнакансемпе хăнасен 40 ытла кинофильм курма, ăсталăх ла&ccedil;&ccedil;исемпе тĕлпулусене хутшăнма май пулчĕ. Т&yuml;ресене чи лайăх режиссурăна, ăста актёрсене палăртма &ccedil;ăмăл пулман. Сумлă наградăсене камсем илме тивĕ&ccedil;нине Юлия Адюкова каласа парать. Кинофорум программи кă&ccedil;ал уйрăмах пуян пулчĕ. Конкурса тăратнă ĕ&ccedil;сен йышĕнче &ndash; чикĕ леш енчи режиссерсен тата Ра&ccedil;&ccedil;ейри кино ăстисен картинисем пулчĕ&ccedil;. Куракансем &ccedil;авăн пекех &ccedil;ĕнĕлле ӳкерсе йĕркеленĕ &laquo;Илья Муромец&raquo;, &laquo;Солярис&raquo; фильмсемпе киленме пултарчĕ&ccedil;. НАТАЛЬЯ ПЕТРОВА: &laquo;&Ccedil;акăн пек питĕ пысăк, Шупашкар фестивалĕ пирĕн хулара иртнишĕн эпĕ питĕ савăнатăп. Ку фестивале эпĕ пĕрремĕш хут хутшăнатăп, открытинче те пулса куртăм ĕнтĕ. &Ccedil;ак фестиваль вăхăтĕнче эпир &ccedil;емьепе &laquo;Звезды мне укажут путь&raquo; ятлă кино кайса куртăмăр. Ку кино пире питĕ килĕршĕ, мĕншĕн тесен вăл &ccedil;емьепе курмалли кино&raquo;. Фестивале тăратнă ĕ&ccedil;сене сумлă т&yuml;ресем &ndash; кино тытăмĕнчи ăстасем тата режиссерсем хакларĕ&ccedil;. Илемлĕ фильмсен конкурсĕнче Чăваш Республикин Пу&ccedil;лăхĕн ятарлă парнине Ра&ccedil;&ccedil;ей халăх артисчĕ Эдуард Артемьев тивĕ&ccedil;рĕ. Кинофестивалĕн Гран-прине Якут режиссерĕсен &ndash; Степан Бурнашевпа Дмитрий Давыдовăн &laquo;Ыт&raquo; фильмĕ &ccedil;ĕнсе илчĕ. Азербайджан хастарĕсен &laquo;Последний&raquo; фильмĕ регионта ӳкернисенчен чи лайăххи тесе палăртрĕ&ccedil; т&yuml;ресем. Чăваш Республикинчи режиссерăн &ndash; Марат Никитинăг &laquo;Соучастник&raquo; фильмĕ вара &laquo;Чи лайăх режиссура&raquo; ята тивĕ&ccedil;рĕ. &laquo;Фестивальте мĕн кăтартнине урăх ни&ccedil;та та кураймăн&raquo;, &ndash; палăрта&ccedil;&ccedil;ĕ Шупашкарта пурăнакансем. Кинофорум вĕ&ccedil;ленчĕ, &ccedil;апах та вăл хăварнă ăшă туйăм халăх асĕнче чылай вăхăт упранĕ<strong>&nbsp;</strong></p>

<p><strong>&nbsp;</strong></p>

Читайте на 123ru.net