Новости по-русски

Завод историпе музей паллаштарать

Предприятие виççĕмĕш пилĕкçуллăхра хута яма палăртнă. 532-мĕш объекта 1938 çулхи ака уйăхĕнче çĕклеме пуçланă. Çулталăк ытларах иртсен ăна 320-мĕш завод туса хураççĕ. Пĕрремĕш продукцие предприяти Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче кăларать. 320-мĕш завод историпе тĕплĕнрех Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсем йĕркеленĕ музейра паллашма пулать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи завод строительствине пысăк улшăнусем кĕртет. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче хута кайман пулин те, предприяти пĕрремĕш бомбăсем кăларма пуçлать, вĕсене тӳрех фронта ăсатнă. Патшалăх комиссийĕ завода чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче çеç йышăнать. Заводра ĕçлекенсем кирлĕ, вĕсене вĕрентмелле пулнă. Çак тĕллевпе ятарлă курссем йĕркелеççĕ, шкулсем уçаççĕ. ЛЮБОВЬ ХАНИЕВА: «Фронта вăрçă хатĕрĕсемпе тивĕçтересси – тĕп тĕллев пулнине Правительство аван ăнланнă. Çакна шута илсе 1942 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче Орел хули çывăхĕнчи стрелоксен 18-мĕш саппас полкĕнчи салтаксене заводри шкула вĕренме куçарнă. Çур çул вĕреннĕ хыççăн çамрăксем станок çумне тăраççĕ». Вуникшер сехет ĕçленĕ. Вырăн çине çитсе выртма та вăй юлман, станок çумĕнчех çывăрнă. Ĕç йывăррипе пĕрлех питĕ хăрушă пулнă. 1942 çултах заводра пĕрремĕш инкек пулать. 16 çын çут тĕнчерен уйрăлать, чылай ĕçчен суранланать. ЕЛЕНА ИРЗАКОВА: «Бобмисем сиксе кайса пиçсе кайяççĕ ачасем. Бомбисем тĕрĕс мар пулатчĕç, сиксе каятчĕç. Пиçсе каятчĕç çунса. Больница илсе каятчĕç та ха. Больницăра кам вилет, кам юсанать. Пĕр цех хыпса илет те çунать. Кам ĕлкĕрет – тухать, кам ĕлкĕрмесмт – çунать. Çипуçĕсемпе çуннине курнă. Вилнĕ вара вăл». Кун хыççăн заводăн пĕрремĕш ертӳçине – Николай Шишова – ĕçрен хăтараççĕ. Предпритияе ертсе пыма Иван Канатова шанаççĕ. ЛЮБОВЬ ХАНИЕВА: «1943-мĕш çулта предприятинче çар йĕркине кĕртеççĕ. Мĕне пĕлтерет-ха ку? Заводра йĕркелĕх фронтри евĕр пулмалла. Кану кунĕсем, отпуск çук. Ĕçе пăрахса кайма юраман. Çапах та архиври документсем 72 çын заводран кайнине çирĕплетеççĕ. Вĕсене çар таркăнĕсемпе танлаштарнă, судпа айăпланă». Заводра ĕçлекенсене 700 грамм çăкăрпа тивĕçтернĕ. План тултаракансене премипе хавхалантарнă. Арçынсене майка, трусы носки, хĕрарăмсене блузка çĕлеме парашютран каснă пурçăна панă. Фронта яриччен вăрçă хатĕрĕсене тĕрĕсленĕ. Бомба сирпĕнсен парашюта тепĕр хут усă курма май пулман. Çавăнпа çак пурçăнпа аван ĕçлекен хĕрарăмсене чысланă. Начар ĕçлекенсем вара çăкăр виçине сахалтарах илнĕ. Йĕркене пăсакансем çур çул шалăва 25 процент пĕчĕкрех тивĕçнĕ. Çакна шута илсе заводра ĕçлекенсем йĕркелĕхĕ пăсма тăрăшман. ЛЮБОВЬ ХАНИЕВА: «Заводран фронта 400 çын кайнă. Вĕсенчен 88-ĕшĕ вилнĕ. Пирĕн икĕ ĕçчене Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. 1945 çул пуçламăшĕнче предприятинче 4000 çын ĕçленĕ. Вĕсенчен виçĕ пине яхăн ĕçчене «Ĕçри хастарлăх» медальпе чысланă». Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче заводра 31 миллион ытла вăрçă хатĕрĕ кăларнă. Предприятинче кăларнă кашни бомба, кашни снаряд тăшмана аркатнă, çĕнтерĕве çывхартнă. Эппин, 320-мĕш завод ĕçчĕнĕсен паттăрлăхĕ ĕмĕрех халăх асĕнче пулĕ. Алексей Зотиков, Игорь Зверев 

Читайте на 123ru.net