Новости по-русски

Медицина ĕçченĕсен кунĕ

Медицина ĕçченĕсен кунĕ

Çулсеренех çĕртме уйăхĕн 3-мĕш вырсарни кунĕнче шур халатлисем хăйсен професси кунне паллă тăваççĕ. Медицина ĕçченĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр, талăкĕпех, Гиппократа тупа тунине асра тытса, кашнин пурнăçне çăлса хăварассишĕн тăрăшаççĕ. Паян вĕсене савăнăçлă лару-тăрура саламларĕç. Хальхи вăхăтра республикăри медицина тытăмĕнче 18 пине яхăн çын вăй хурать. Вĕсен йышĕнче тухтăрсен шучĕ – 5 000 ытларах. Кунсерен çынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу паракан шурă халатлă ĕçченсем яланах сумра пулнă. «Сывлăх сыхлавĕ», «Д

<p>&Ccedil;улсеренех &ccedil;ĕртме уйăхĕн 3-мĕш вырсарни кунĕнче шур халатлисем хăйсен професси кунне паллă тăва&ccedil;&ccedil;ĕ. Медицина ĕ&ccedil;ченĕсем хăйсен пурнă&ccedil;не шеллемесĕр, талăкĕпех, Гиппократа тупа тунине асра тытса, кашнин пурнă&ccedil;не &ccedil;ăлса хăварассишĕн тăрăша&ccedil;&ccedil;ĕ. Паян вĕсене савăнă&ccedil;лă лару-тăрура саламларĕ&ccedil;. Хальхи вăхăтра республикăри медицина тытăмĕнче 18 пине яхăн &ccedil;ын вăй хурать. Вĕсен йышĕнче тухтăрсен шучĕ &ndash; 5 000 ытларах. Кунсерен &ccedil;ынсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу паракан шурă халатлă ĕ&ccedil;ченсем яланах сумра пулнă. &laquo;Сывлăх сыхлавĕ&raquo;, &laquo;Демографи&raquo; наци проекчĕсене пурнă&ccedil;лассипе Чăваш Ен медицининче тăрăшакансем малтанхи пиллĕкмĕш вырăнта. &Ccedil;улсерен &ccedil;улталăка &ccedil;итмен ача-пăча вилеслĕхĕн кăтартăвĕ те &ccedil;ĕршывра чи сахалли шутланать. Цифра технологийĕсемпе усă курассипе те чăваш медицини Ра&ccedil;&ccedil;ейре малта пырать. ВАЛЕНТИНА ГОЛОВИНА: &laquo;Хальхи вăхăтра эпир тĕлĕнетпĕр тĕрлĕ нацпроектсемпе, программăсемпе усă курса ялти фельдешско-акушсерский пунктсене &ccedil;ĕнĕ оборудованипе тивĕ&ccedil;тере&ccedil;&ccedil;ĕ. Халь пирĕн фельдшерско акушерский пунктра дефебрилятор таранах пур. Эпир чĕрепе чирлесе ӳкнĕ &ccedil;ынсене те пулăшу пама пултаратпăр&raquo;. Ĕ&ccedil;тешĕсене саламланă май сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Степанов малашне те &ccedil;итĕнӳсем тума сунчĕ. &Ccedil;ак пархатарлă та &ccedil;ăмăл мар ĕ&ccedil;ре тăрăшакансенчен кашниех чыса тивĕ&ccedil; терĕ вăл. Сумлă награда илнисенчен пĕри Канаш районĕнчи Любовь Яковлева пулчĕ. ЛЮБОВЬ ЯКОВЛЕВА: &laquo;Манăн анне пĕчĕкренех фельдшер пулса ĕ&ccedil;ленĕ. Вара эпĕ кураттăмччĕ мĕнле вăл &ccedil;ынсене пăхать. Хăш-пĕр чухне фельдшерский пункта та нумай кайнă. Киле кантăкран шаккатчĕ&ccedil;. Вара эпĕ те анне хы&ccedil;&ccedil;ăн Канашский медучилище пĕтернĕ фельдшер образовани илнĕ. Института кĕнĕ хы&ccedil;&ccedil;ăн пур пĕрех яла кайма шутларăм&raquo;. Чăваш Ене сипленмешкĕн &ccedil;ĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен &ccedil;ĕр-&ccedil;ĕр &ccedil;ын килет. Медицинăри ытти специалист пирки те 21-мĕш ĕмĕрхи паттăрсем теме пулать. Вĕсем кăшăл чирпе тата ытти хăрушă амакпа кунсерен кĕреше&ccedil;&ccedil;ĕ. Унсăр пу&ccedil;не респуликăра пурăнакансене сывă пурнă&ccedil; йĕркине тытса пыма хăнăхтарса пыра&ccedil;&ccedil;ĕ, ахальтен-им Ра&ccedil;&ccedil;ейре &ccedil;ак кăтартупа малтисен ретĕнче. Республика Пу&ccedil;лăхĕ медицина ĕ&ccedil;ченĕсене малашне те хăйсен ĕ&ccedil;не чыслă та сумлă пурнă&ccedil;лама ăнă&ccedil;у, сывлăх сунчĕ. Регина Кубайкина, Татьяна Трофимова, Бахтияр Велиев<strong>&nbsp;</strong></p>

Читайте на 123ru.net