Новости по-русски

Çăкăр – чи хаклă пуянлăх

Çăкăр –  чи хаклă пуянлăх

Çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Республика кунне халалласа Шупашкарта экономика форумĕ иртет. Унта ют çĕршывра туса кăларакан таварсене тăван çĕршыврипе улăштарас енĕпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яваççĕ. Форумăн пĕрремĕш кунĕнче тĕрлĕ предприятин продукцийĕпе паллаштаракан курав та ĕçлерĕ. «Чăвашçăкăрпродукт» тата Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕ куракансем валли мĕн хатĕрленине Юлия Адюкова репортёр каласа парать. Республикăра пурăнакансем «Чăвашçăкăрпродукт» тата Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕн ячĕсене аван пĕлеççĕ

<p>&Ccedil;ĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче Республика кунне халалласа Шупашкарта экономика форумĕ иртет. Унта ют &ccedil;ĕршывра туса кăларакан таварсене тăван &ccedil;ĕршыврипе улăштарас енĕпе &ccedil;ыхăннă ыйтусене сӳтсе ява&ccedil;&ccedil;ĕ. Форумăн пĕрремĕш кунĕнче тĕрлĕ предприятин продукцийĕпе паллаштаракан курав та ĕ&ccedil;лерĕ. &laquo;Чăваш&ccedil;ăкăрпродукт&raquo; тата Шупашкарти 2-мĕш &ccedil;ăкăр завочĕ куракансем валли мĕн хатĕрленине Юлия Адюкова репортёр каласа парать. Республикăра пурăнакансем &laquo;Чăваш&ccedil;ăкăрпродукт&raquo; тата Шупашкарти 2-мĕш &ccedil;ăкăр завочĕн ячĕсене аван пĕле&ccedil;&ccedil;ĕ. Кунсеренех &ccedil;ак пĕрлешӳсем тăрăшнипе халăх тутлă та паха апат &ccedil;име, хăнасене сăйлама пултарать. Паллă уяв тĕлне предприятисем &ccedil;ĕнĕ продукци, ви&ccedil;ĕ тĕрлĕ пашалу хатĕрленĕ. АННА ПЕТРОВА: &laquo;Ку лепешкăсене эпир чăваш йăлисене пăхса пĕ&ccedil;ертĕмĕр. Пĕри вăл тулă &ccedil;ăнăхĕнчен, тепри ыраш &ccedil;ăнăхĕнчен, тепри &ndash; салатран тунă &ccedil;ăкăр. &Ccedil;ак лепёшкăсем пирĕн продукцине илекенсене килĕшессе шанатпăр, вĕсем кашни килре сĕтел &ccedil;инче пуласса шанатпăр&raquo;. Капăртма, кулач, пылак &ccedil;ăкăр тата ытти те. &laquo;Чăваш&ccedil;ăкăрпродукт&raquo; пĕрлешӳ тата Шупашкарти 2-мĕш &ccedil;ăкăр завовочĕ куравра тĕрлĕ тĕслĕ продукципе паллаштарать. ЮРИЙ СТЕПАНОВ: &laquo;Кашни &ccedil;улах &ccedil;ак &ccedil;ăкăр завочĕ Мускавра ирттерекен выставкăсенче хутшăнать. Кунта тĕрлĕрен медальсем &ccedil;ĕнсе иле&ccedil;&ccedil;ĕ вĕсем, мĕншĕн тесен &ccedil;ак &ccedil;ăкăр пахалăхĕ, &ccedil;авăн пекех кондитер издели пахалăхĕсем, кунта питĕ тăрăшса ĕ&ccedil;лет коллектив&raquo;. &laquo;Чăваш&ccedil;ăкăрпродукчĕ&raquo; тулă тата ыраш &ccedil;ăнăхĕсене туса кăларассипе республикăра &ccedil;е&ccedil; мар, Атăл&ccedil;и тăрăхĕнче те малтисен ретĕнче. Пĕрлешӳ &ccedil;ăкăр пĕ&ccedil;ерекен, макарон тата пылак апат-&ccedil;имĕ&ccedil; кăларакан предприятисене, &ccedil;авăн пекех республикăра пурăнакансене те &ccedil;ăнăхпа тивĕ&ccedil;терет. Халăхăн ĕмĕрхи йăлисене пăхăнса пынăран &laquo;Чăваш&ccedil;ăкăрпродукчĕ&raquo; 90 &ccedil;ул ĕнтĕ хăйĕн пахалăхне &ccedil;ухатмасть. Юлия Адюкова, Милена Алексеева, Бахтияр Велиев<strong>&nbsp;</strong></p>

<p><strong>&nbsp;</strong></p>

Читайте на 123ru.net