Новости по-русски

Мал ĕмĕтлĕ спортсменсене чысларĕç

Йăлана кĕнĕ тăрăх, республика кунĕ умĕн тĕрлĕ тытăмра пысăк çитĕнӳсемпе палăракансене чыслаççĕ. Тренировка, ăмăрту, старт, финиш сăмахсене кунсерен илтекен, Чăваш Енĕн мал ĕмĕтлĕ спортсменĕсем те паян савăнăçлă тĕл-пулура хисеп хучĕсĕне тивĕçрĕç. Чăваш Ен – сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан, спорт енĕпе ăнăçлă аталанакан регионсенчен пĕри шутланть. Çакна иртнĕ çулхи кăтартусем те çирĕплетеççĕ. Физкультурăпа спорт çитĕнĕвĕсемпе республика çĕршыв шайĕнче чи лайăххисен шутне кĕме пултарнă. Çак çĕнтерӳре, паллах та, мал ĕмĕтлĕ яш-кĕрĕмĕн тата вĕсен тренерĕсен тӳпи пысăк. ВЛАДИМИР КРАСНОВ: «Хатĕрленетпĕр центр маунтинбайкара. Пирĕн унта сĕре лайăх вырăн, çавăнтах спортсменсем пурăнаççĕ, çавăнтах ăмăрту. Тухатăн та, трасса çавăнтах. Халĕ трассăна йывăртарах тăватпăр, кашнийĕнчех пирĕн плансем». Хастарлăха, ăнтăлăва, тăрăшулăха вара яланах сисеççĕ. Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Василий Петров тата Раççей Патшалăх Думин финанс рынокĕн комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков спорт хастарĕсене тивĕçлĕ ĕçшĕн, хастарлăхшăн тав туса хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Тĕлпулра спортсменсене, тренерсене пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене те сӳтсе яврĕç. Юлия Адюкова, Георгий Кривошеин

Читайте на 123ru.net