Новости по-русски

Артистсем шыраççĕ

Киноӳнер пĕр вырăнта тăмасть. Раççей паллă режиссерĕ Андрей Кончаловский XX-мĕш ĕмĕрти саманана сенкер экран çине сăнарласа кăларасшăн. Историллĕ кинофильм ӳкерме артистсем шырать. Вĕсене ахаль çынсен хушшинче тупма тĕллев лартнă. Андрей Кончаловскин продюсер центрĕнче вăй хуракан Дмитрий Матвеев, сăмах май вăл пирĕн ентеш, Элĕк районĕнче çуралса ӳснĕ, Чăваш Енре çынсем йышлă пухăнакан, иртсе çӳрекен вырăнсенче республикăра пурăнакансене тимлĕ сăнать. Вăл Лавр Корнилов çар пуçĕ, Владимир Ленин большевиксен партийĕн ертӳçи, иккĕмĕш Микулай патша, император юлташĕ, Григорий Распутин общество деятелĕ сăнĕллĕ çынсене шырать. Вĕсем 35-45 çулсенче пулмалла. Çак проекта хутшăнас кăмăллисен сăн ӳкерĕнсе хăйсем çинчен электронлă адреспа çырса пĕлтермелле. Дмитрий Матвеев Чăваш Енсĕр пуçне Атăлçири ытти хулана та çитме палăртнă

 

Читайте на 123ru.net