Новости по-русски

Ачасен фольклориади иртрĕ

Ачасен фольклориади иртрĕ

Чăваш Республикинче пĕрремĕш хут Раççейри ачасен фольклориади иртрĕ. Ăна çĕршыври халăхсен культура эткерлĕхĕн çулталăкне тата Республика кунне халалланă. Шупашкар хулине çĕршыври 76 регионти ачасем пухăнчĕç. Республикăра пурăнакансене вĕсем юрă-кĕвĕпе, ташăпа савăнтарчĕç, наци тумĕсем кăтартрĕç. Ачасен пĕрремĕш фольклориадине пин ытла çын хутшăнчĕ. Вăл çĕршыври тĕрлĕ халăх тĕпренчĕкĕсене чăваш çĕрĕ çинче пуçтарчĕ. Инструмент, ташă, юрă-кĕвĕ ушкăнĕсем республикăра пурăнакансене савăнтарчĕç. Фольклориада тăв

<p><span>Чăваш Республикинче пĕрремĕш хут Ра&ccedil;&ccedil;ейри ачасен фольклориади иртрĕ. Ăна &ccedil;ĕршыври халăхсен культура эткерлĕхĕн &ccedil;улталăкне тата Республика кунне халалланă. Шупашкар хулине &ccedil;ĕршыври 76 регионти ачасем пухăнчĕ&ccedil;. Республикăра пурăнакансене вĕсем юрă-кĕвĕпе, ташăпа савăнтарчĕ&ccedil;, наци тумĕсем кăтартрĕ&ccedil;. Ачасен пĕрремĕш фольклориадине пин ытла &ccedil;ын хутшăнчĕ. Вăл &ccedil;ĕршыври тĕрлĕ халăх тĕпренчĕкĕсене чăваш &ccedil;ĕрĕ &ccedil;инче пу&ccedil;тарчĕ. Инструмент, ташă, юрă-кĕвĕ ушкăнĕсем республикăра пурăнакансене савăнтарчĕ&ccedil;. Фольклориада тăватă кун пычĕ. &Ccedil;ĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче ăна савăнă&ccedil;лă лару-тăрура у&ccedil;рĕ&ccedil;. Республикăна килнĕ хăнасемпе Чăваш Ен Пу&ccedil;лăхĕ Олег Николаев та тĕл пулчĕ. Тĕл пулу кăсăклă иртрĕ. Ачасем хăйсен ĕмĕчĕсемпе паллаштарчĕ&ccedil;, республика ертӳ&ccedil;инчен те &ccedil;авнах ыйтрĕ&ccedil;. 1962 &ccedil;улта чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Андриян Николаев у&ccedil;лăха тухнă. Ман вăхăтра пур ача та космонавт пулма ĕмĕтленнĕ хуравларĕ Олег Алексеевич. &laquo;Ачасен фольклориадин пуласлăхе пысăк. Ку юхăм ырă йăласем никĕслет. Эсир вĕсене пу&ccedil;аракансем&raquo;, &ndash; палăртрĕ вăл. Фольклориадăна хутшăнакан кашни ача пултаруллă. Вĕсем тăван халăхсен культурипе, уйрăмлăхĕсемпе паллаштарчĕ&ccedil;. ЮЛИЯ СИТКОВСКАЯ: &laquo;Кă&ccedil;ал пирĕн хĕрачасем пысăк мероприятисенче хутшăнман. &Ccedil;авăнпа ку вĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Эпир питĕ савăнă&ccedil;лă кунта килнипе. Пире кунта питĕ килĕшет&raquo;. СВЕТЛАНА ИШКУЗИНА: &laquo;Эпир вылямалли тутар ташшине ташларăмăр. Ку фестивальте эпир пĕрремĕш хут. Эпир 45 &ccedil;улта, эпир 50 &ccedil;ĕршывра пулнă. Эпир халăх ташшин фестивалĕ мĕн пулнине аван пĕлетпĕр&raquo;. Ачасен фольклориади халăхсен туслăхне &ccedil;ирĕплетет, пĕр-пĕрин историне, культурине тĕпчеме хистет. Алексей Зотиков, Милена Алексеева, Павел Иритков</span></p>

Читайте на 123ru.net