Новости по-русски

«Симĕс ылтăн» фестиваль иртрĕ

«Симĕс ылтăн» фестиваль иртрĕ

Килте вĕретнĕ кăпăклă сăрана, чăваш халăхĕн паха та тутлă наци апат-çимĕçне «Симĕс ылтăн» фестивальте тутанса пăхма май пулчĕ. Вăл çĕршыв шайĕнче иртрĕ. Республикăна пурĕ Раççейри 13 предприятирен килсе çитнĕ. Регионта тавар калăплакансем те хăйсен продукцийĕпе паллаштарчĕç. Ĕлĕк-авал чăваш халăхĕ кашни уяв тĕлне техĕмлĕ сăра вĕретнĕ. Ăна хатĕрленĕ чухне кашни кил хуçин хăйĕн вăрттăнлăхĕ пулнă. ЛЮДМИЛА АФАНАСЬЕВА: «Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкренех хăйĕн сăрине вĕретме пултарнă. Çавăнпа та паян эпир кунта хамăрăн

<p>Килте вĕретнĕ кăпăклă сăрана, чăваш халăхĕн паха та тутлă наци апат-&ccedil;имĕ&ccedil;не &laquo;Симĕс ылтăн&raquo; фестивальте тутанса пăхма май пулчĕ. Вăл &ccedil;ĕршыв шайĕнче иртрĕ. Республикăна пурĕ Ра&ccedil;&ccedil;ейри 13 предприятирен килсе &ccedil;итнĕ. Регионта тавар калăплакансем те хăйсен продукцийĕпе паллаштарчĕ&ccedil;. Ĕлĕк-авал чăваш халăхĕ кашни уяв тĕлне техĕмлĕ сăра вĕретнĕ. Ăна хатĕрленĕ чухне кашни кил ху&ccedil;ин хăйĕн вăрттăнлăхĕ пулнă. ЛЮДМИЛА АФАНАСЬЕВА: &laquo;Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкренех хăйĕн сăрине вĕретме пултарнă. &Ccedil;авăнпа та паян эпир кунта хамăрăн сăрана илсе килтĕмĕр. Чăваш халăхĕ вĕретнĕ сăрине. Хам Трак енче ӳстернĕ хăмларан вĕретнĕ сăрана. Ман шутпа, ку фестивале ирттермелле. Эпир кунта иккĕмĕш кун хутшăнатпăр. Пăхатпăр, сăнатпăр та &ndash; халăх килет, савăнать, тутанса пăхать, чăвашăн йали-йĕркипе паллашать. Пирĕн патне пырса нумайăшĕ интереслене&ccedil;&ccedil;ĕ. Чăваш халăхĕн ĕлĕкхи апат-&ccedil;имĕ&ccedil;ĕ пирки ыйтса пĕле&ccedil;&ccedil;ĕ&raquo;. РАДИМ ПОЧЁМОВ: &laquo;Чăваш халăхĕ сăрапа мĕн авалтанах питĕ аталанса пынă. Кашни килтех тенĕ пекех сăра вĕретнĕ. Вĕретнĕ чухне кашнийĕн хăйĕн вăрттăнлăхĕсем пулнă. Тути тĕрлĕрен. Каласассăн, Сĕнтĕрвăрри районĕ хăй вăхăтĕнче Совет Союзĕнчи 25 процент хăмлине пирĕн районта туса ирттернĕ пулнă. Халь, паллах, ун пек мар ĕнтĕ. Ӳстере&ccedil;&ccedil;ĕ, &ccedil;апах сахалтарах. Апла пулсан та килти сăра вĕретме пăрахман&raquo;. ЗОЯ АРХИПОВА: &laquo;Эпир &Ccedil;ĕрпӳ районĕнчен килтĕмĕр. Сăра тунине кăтартса пама килтĕмĕр. Пирĕн асаттесем асаннесем ĕлехки йăлапа тунине кăтартса парас терĕмĕр. Асаттесем асаннесем туни пĕтĕмпех усăллă пулнă, мĕншĕн тесен унта килти тырăпала, килти хăмлапа тунă. Хальхи пек магазинтан илнĕ пек мар&raquo;. Фестивальте сăра тутанса пăхма &ccedil;е&ccedil; мар, ăна мĕнле хатĕрлемеллине кăтартса пачĕ&ccedil;. Сăра вĕретекенсем пĕр-пĕрин пĕлĕвĕпе те паллашрĕ&ccedil;. Республика Пу&ccedil;лăхĕ Олег Николаев фестивале йăлана кĕртсе &ccedil;улсерен ирттерме сĕнчĕ. Елизавета Цветкова, Милена Алексеева, Игорь Зверев</p>

Читайте на 123ru.net