Новости по-русски

Шыв çинче асăрхануллă пуласчĕ

Шыв çинче асăрхануллă пуласчĕ

Çанталăк шăрăх тăнăран ватти те, вĕтти те шыва кĕме васкать. Çан-çурăма, чуна килентернисĕр пуçне юхан шывсемпе кӳлĕсенче хăрушлăх та пур. Уйрăмах пĕлнĕ-пĕлмен вырăнсене шыва чăмсан инкек-синкек сиксе тухма пултарать. Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне шыв çинче пулнă 14 инкеке шута илнĕ. Ку ыйтăва тунтикунсерен Правительство çуртĕнче иртекен ларура та тишкерчĕç. Чăваш Енре ятарласа хатĕрленĕ 13 пляж тата 128 шыва кĕмелли вырăн йĕркеленĕ. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче çăлавçăсем икĕ çыннăн пурнăçне çăлса хăварайман. 15

<p>&Ccedil;анталăк шăрăх тăнăран ватти те, вĕтти те шыва кĕме васкать. &Ccedil;ан-&ccedil;урăма, чуна килентернисĕр пу&ccedil;не юхан шывсемпе кӳлĕсенче хăрушлăх та пур. Уйрăмах пĕлнĕ-пĕлмен вырăнсене шыва чăмсан инкек-синкек сиксе тухма пултарать. &Ccedil;ĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне шыв &ccedil;инче пулнă 14 инкеке шута илнĕ. Ку ыйтăва тунтикунсерен Правительство &ccedil;уртĕнче иртекен ларура та тишкерчĕ&ccedil;. Чăваш Енре ятарласа хатĕрленĕ 13 пляж тата 128 шыва кĕмелли вырăн йĕркеленĕ. &Ccedil;ĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче &ccedil;ăлав&ccedil;ăсем икĕ &ccedil;ыннăн пурнă&ccedil;не &ccedil;ăлса хăварайман. 15 &ccedil;улти ар&ccedil;ын ача Атăлта шыва кĕнĕ чухне путса вилнĕ. Вăл аслисемсĕр, тантăшĕсемпе пулнă. 46 &ccedil;улти ар&ccedil;ын пурнă&ccedil;ĕ вара Шупашкарти ГЭС &ccedil;ывăхĕнче шыва кĕнĕ чухне татăлнă. Пĕтĕмлетӳ вара пĕр &ndash; путнисем ятарлă вырăнта шыва кĕмен е эрех-сăра ĕ&ccedil;нĕ. &Ccedil;у пу&ccedil;ланнăранпа Шупашкарти пляжра 7 &ccedil;ыннăн пурнă&ccedil;не &ccedil;ăлса хăварнă. Вĕсем хушшинче ытларах ачасем. Шыв хĕррине пĕччен каймалла мар, пĕчĕккисемпе юнашар яланах аслисен пулмалла, пĕлнĕ вырăнта &ccedil;е&ccedil; чăмпăлтатмалла. Ун чухне &ccedil;е&ccedil; пурнă&ccedil;а сыхласа хăварма пулĕ. Пирĕн республикари &ccedil;ăлавҫăсем пĕлӳ шайне ӳстерсе пыраҫҫĕ, кирлĕ мĕн пур хатĕрсем ҫителĕклĕ вĕсен. Регион Пуҫлăхĕ кашни инкеке тарăн тĕпчеме, йĕрке пăсакансене явап тыттарма чĕнсе каларĕ. Олег Николаев шкулсенче класс сехечĕсем ирттерме те сĕнчĕ. Шыв &ccedil;инчи хăрушсăрлăх пирки ачасене ытларах каласа памаллине тепĕр хут асăрхаттарчĕ<strong>&nbsp;</strong></p>

Читайте на 123ru.net