Новости по-русски

Килĕшӳ алă пусрĕç

Килĕшӳ алă пусрĕç

Çут çанталăка упрамалла, социаллă яваплăх пулмалла, корпораци управленийĕн пахалăхне ӳстермелле. Чăваш Енре çак тĕллевсене тĕпе хурса ĕçлеме палăртаççĕ. Çакна пурнăçлама «Промсвязьбанк» пĕрлешӳ те пулăшма хатĕр. Шупашкарти экономика форумĕнче икĕ ен çакна çирĕплетсе килĕшӳ алă пусрĕç. Çут çанталăк, социум, управлени. Услам хăш çулпа аталаннине çак виçĕ сăмахпа палăртма пулать. Çут çанталăка упрама хатĕр-и? Ĕçлекенсене мĕнле хаклать? Ертӳлĕх мĕнле ĕçлет? Çирĕп аталанмалли тĕрлĕ проект пурнăçламалла. Ку эконо

<p>&Ccedil;ут &ccedil;анталăка упрамалла, социаллă яваплăх пулмалла, корпораци управленийĕн пахалăхне ӳстермелле. Чăваш Енре &ccedil;ак тĕллевсене тĕпе хурса ĕ&ccedil;леме палăрта&ccedil;&ccedil;ĕ. &Ccedil;акна пурнă&ccedil;лама &laquo;Промсвязьбанк&raquo; пĕрлешӳ те пулăшма хатĕр. Шупашкарти экономика форумĕнче икĕ ен &ccedil;акна &ccedil;ирĕплетсе килĕшӳ алă пусрĕ&ccedil;. &Ccedil;ут &ccedil;анталăк, социум, управлени. Услам хăш &ccedil;улпа аталаннине &ccedil;ак ви&ccedil;ĕ сăмахпа палăртма пулать. &Ccedil;ут &ccedil;анталăка упрама хатĕр-и? Ĕ&ccedil;лекенсене мĕнле хаклать? Ертӳлĕх мĕнле ĕ&ccedil;лет? &Ccedil;ирĕп аталанмалли тĕрлĕ проект пурнă&ccedil;ламалла. Ку экономикăна тулли &ccedil;аврăма ку&ccedil;ма пулăшмалла. Сăмахран, Чăваш Енре сахал мар сĕт туса иле&ccedil;&ccedil;ĕ. Ăна республикăрах тирпейлесен, паллах, ун хакĕ те урăхла пулать. &Ccedil;ынсем патне вара тăван тăрăхра туса илнĕ паха апат-&ccedil;имĕ&ccedil; &ccedil;итет. Ют &ccedil;ĕршывсем чарусен кĕртнĕ вăхăтра ку питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ытти патшалăхра кӳрсе килнĕ таварсене тăван &ccedil;ĕршывра кăларнă вăхăтра &ccedil;ут&ccedil;анталăк пирки те манмалла мар. Тавралăха сыхласа хăваракан проектсене ĕ&ccedil;е кĕртмелле. Вĕсене пурнă&ccedil;лани региона инвестицисем явă&ccedil;тармалла. Чăваш Ен Патшăлах Канашне янă &ccedil;ырăвĕнче республика ертӳ&ccedil;и Олег Николаев &ccedil;ĕнĕ технологисене усă курмалли пирки каларĕ. &Ccedil;акна тума республикăра пĕтĕм май пур. Тĕслĕхрен, хĕвел электростанцине хута ямалла. &laquo;Промсвязьбанк&raquo; пĕрлешӳ &ccedil;ут&ccedil;анталăк упрассипе чылай &ccedil;ул ĕ&ccedil;лет. Ку паха опыта вăл Чăваш Енре те усă курма палăртать. ПЁТР ФРАДКОВ: &laquo;Республика мĕнле аталанни ку&ccedil; кĕрет. Эпир те хамăр хутшăнăва ӳстерсе пыратпăр. Регионта пирĕн портфель 30 процент ӳсет. Пысăк предприятисем, пĕчĕк тата вăтам услам аталанма пирĕнтен ук&ccedil;а иле&ccedil;&ccedil;ĕ. Чăваш Ен аталанни савăнтарать&raquo;.<strong>&nbsp;</strong></p>

Читайте на 123ru.net