Новости по-русски

Почта уйрăмĕ уçăлчĕ

Почта уйрăмĕ уçăлчĕ

XXI-мĕш ĕмĕрте Интернет, электронлă ресурссем аталаннă тапхăрта почта уйрăмĕн пĕлтерĕшĕ те чакмасть. Çынсем малтанхи пекех çырусем çыраççĕ, посылкăсем яраççĕ. Çак тата ытти пулăшупа халĕ Шупашкарти «Радужный» микрорайонта пурăнакансем те çăмăллăнах усă курма пултараççĕ. Шăпах, Радужный урамĕн 5-мĕш çуртĕнче Раççей почтин çĕнĕ уйрăмĕ уçăлчĕ. «Радужный» микрорайон кунсеренех аталанса пырать. Паян унта 4 000 ытла çемье пурăнать. Пурнăçшăн кирлĕ объектсем хута кайни – пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Раççей почтин çĕнĕ

<p>XXI-мĕш ĕмĕрте Интернет, электронлă ресурссем аталаннă тапхăрта почта уйрăмĕн пĕлтерĕшĕ те чакмасть. &Ccedil;ынсем малтанхи пекех &ccedil;ырусем &ccedil;ыра&ccedil;&ccedil;ĕ, посылкăсем яра&ccedil;&ccedil;ĕ. &Ccedil;ак тата ытти пулăшупа халĕ Шупашкарти &laquo;Радужный&raquo; микрорайонта пурăнакансем те &ccedil;ăмăллăнах усă курма пултара&ccedil;&ccedil;ĕ. Шăпах, Радужный урамĕн 5-мĕш &ccedil;уртĕнче Ра&ccedil;&ccedil;ей почтин &ccedil;ĕнĕ уйрăмĕ у&ccedil;ăлчĕ. &laquo;Радужный&raquo; микрорайон кунсеренех аталанса пырать. Паян унта 4 000 ытла &ccedil;емье пурăнать. Пурнă&ccedil;шăн кирлĕ объектсем хута кайни &ndash; пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Ра&ccedil;&ccedil;ей почтин &ccedil;ĕнĕ офисĕ 428033 индекспа паллă. Вăл хăтлă та меллĕ, хальхи пурнă&ccedil; ыйтăвĕсене тивĕ&ccedil;тернине Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина та &ccedil;ирĕплетрĕ. Почта уйрăмĕнче &ccedil;ыру, посылка яма е илме, коммуналлă ху&ccedil;алăхшăн ук&ccedil;а тӳлеме, банк пулăшăвĕшĕпе усă курма, ха&ccedil;ат-журнал, апат-&ccedil;имĕ&ccedil; туянма та пулать. РЕГИНА МИХАЙЛОВА: &laquo;Эпир кунта 9-ăн ĕ&ccedil;летпĕр. 3 оператор, почтальон, сортировщик тата отделени начальникĕпе заместитель. Халăх кунта чылай &ccedil;ӳрет. Эпир вĕсене хапăл туса йышăнатпăр&raquo;. &laquo;Радужный&raquo; микрорайонта пурăнакансене посылкăсемпе &ccedil;ырусене малтан Энгельс урамĕнчи почта уйрăмĕнчен илсе &ccedil;итернĕ пулнă. &Ccedil;акă, паллах, чăрмавлă. Халĕ вара теми&ccedil;е утăм тусах, &ccedil;урт &ccedil;ывăхĕнчех тĕрлĕ пулăшăва тивĕ&ccedil;ме май пур. АЛЕКСЕЙ НОСКОВ: &laquo;5 минут кунта килтĕм, почта отделенине. Пĕлтĕм те кунта у&ccedil;ăлнине, килсе ятăм конверт. Посылкăсем те малалла яма кунтах килетĕп. Ку почта отделенийĕ, паллах, кирлĕ вăл. &laquo;Радужный&raquo; микрорайон пысăкланса кăна пырать&raquo;. &laquo;Радужный&raquo; микрорайонта пурăнакансем почта уйрăмĕшĕн &ccedil;е&ccedil; мар, чăваш халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăма та хутшăнчĕ&ccedil;. Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин хушăвĕпе почта уйрăмĕн ĕ&ccedil;ченĕсем кă&ccedil;ал &ccedil;ĕнĕ конверт кăларнă. Унта йăлана кĕнĕ маркăсăр пу&ccedil;не сумлă ентешсен &ccedil;улталăкне халалланă эмблема та пур. &Ccedil;ĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче 250 000 тиражпа конверта почта &ccedil;аврăнăшне сутлăха кăларнă. &Ccedil;ĕршывăн, тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне &ccedil;итекен &ccedil;ырусем кашниех Чăваш Республики &ccedil;инчен пĕлтерĕ&ccedil;. Юлия Адюкова, Игорь Зверев<strong>&nbsp;</strong></p>

Читайте на 123ru.net