Новости по-русски

«URBANКАСЫ» форум иртрĕ

«URBANКАСЫ» форум иртрĕ

Пурнăç пахалăхне лайăхлатасси, ял-хула территорине аталантарасси. Çак тата ытти ыйтăва архитектурăпа урбанистика форумĕнче сӳтсе яврĕç. Унта Чăваш Енри тата тĕрлĕ регионти ăста специалитсем хутшăнчĕç. Архитектурăпа урбанистика форумне экспертсен пĕрлешĕвĕ евĕр йĕркеленĕ. Раççейри ăста специалистсем çавра сĕтел тавра пуçтарăнса хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе тата паха опычĕпе республикăри мунициапалитет тăрăхĕсене аталантаракансене паллаштараççĕ. Чăваш Ен çыннисем юлашки çулсенче халăх пурăнакан пысăкрăх вырăнсене е хула

<p>Пурнă&ccedil; пахалăхне лайăхлатасси, ял-хула территорине аталантарасси. &Ccedil;ак тата ытти ыйтăва архитектурăпа урбанистика форумĕнче сӳтсе яврĕ&ccedil;. Унта Чăваш Енри тата тĕрлĕ регионти ăста специалитсем хутшăнчĕ&ccedil;. Архитектурăпа урбанистика форумне экспертсен пĕрлешĕвĕ евĕр йĕркеленĕ. Ра&ccedil;&ccedil;ейри ăста специалистсем &ccedil;авра сĕтел тавра пу&ccedil;тарăнса хăйсен ĕ&ccedil;ĕ-хĕлĕпе тата паха опычĕпе республикăри мунициапалитет тăрăхĕсене аталантаракансене паллаштара&ccedil;&ccedil;ĕ. Чăваш Ен &ccedil;ыннисем юлашки &ccedil;улсенче халăх пурăнакан пысăкрăх вырăнсене е хуласене ку&ccedil;а&ccedil;&ccedil;ĕ. Ял тăрăхĕсем пушанса юлни ку&ccedil;кĕрет. &Ccedil;авна май республикăри специалистсен умне &ccedil;ивĕч ыйту тухать. Вăл ял &ccedil;ыннисене пурăнма тивĕ&ccedil;лĕ майсем туса парассипе &ccedil;ыхăннă. Ку енĕпе Удмурт тăрăхĕнчи Пихтовка поселокĕнче &laquo;Цифрăллă ял &ndash; пуласлăх ялĕ&raquo; проект пурнă&ccedil;ланать. 13 тĕрлĕ объект &ccedil;ĕклени, юсани, &ccedil;ĕнĕ ФАП хута яни &ndash; пĕтĕмпех ял пурнă&ccedil;не аталантарма май парать, палăртрĕ Удмурт республикин ял ху&ccedil;алăхпа продовольстви министрĕ Михаил Юдин. XXI-мĕш ĕмĕрте Интернет тата &ccedil;ĕнĕ технологисемсĕр пĕр утăм та тума &ccedil;ук. &Ccedil;авăнпа та территорие аталантарнă чухне цифра хатĕрĕсене йĕркелеме майсем пулмаллине палăртрĕ Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина. Тĕлпулура 3 ви&ccedil;еллĕ ӳкерчĕк тăвакан, пилотсăр вĕ&ccedil;екен хатĕрĕн моделĕпе паллаштарчĕ&ccedil;. Вăл пулăшнипе синкерлĕ лару-тăру &ccedil;инчен часрах пĕлме тата ытти ыйтăва татса пама май пуррине палăртрĕ&ccedil;. Форумра палăртнă шухăшсене, канаш-сĕнӳсене малашлăхра республикăри специалитсем хăйсен ĕ&ccedil;ĕнче усă курма пултарĕ&ccedil;. &Ccedil;апла ялсене аталантарас ыйтăва татса пама май пулĕ. Юлия Адюкова, Ольга Алексеева, Игорь Зверев<strong>&nbsp;</strong></p>

Читайте на 123ru.net