Новости по-русски

Чăваш Енĕн вăй-хăват пур

Чăваш Енĕн вăй-хăват пур

Туризм – тупăш çăл куçĕ, çĕнĕ ĕç вырăнĕ, территори аталанăвĕ. Кашни регионтах вăй илмелле вăл. «Çавра сĕтел» хыççăн Раççей Патшалăх Думин туризм тата кану инфраструктурине аталантарассипе ĕçлекен комитет ертӳçи Сангаджи Тарбаев ертсе пыракан ушкăн чăвашсен йăли-йĕркипе паллашрĕ. Сумлă хăнасене чăвашсем мĕн авалтан çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Техĕмлĕ те кăпăклă сăрана та астивсе пăхма тиврĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсен. Паллах, чăваш ташшисĕр нимĕнле уяв та иртмест. Чăваш Ен симĕс ылтăнпа палă

<p>Туризм &ndash; тупăш &ccedil;ăл ку&ccedil;ĕ, &ccedil;ĕнĕ ĕ&ccedil; вырăнĕ, территори аталанăвĕ. Кашни регионтах вăй илмелле вăл. &laquo;&Ccedil;авра сĕтел&raquo; хы&ccedil;&ccedil;ăн Ра&ccedil;&ccedil;ей Патшалăх Думин туризм тата кану инфраструктурине аталантарассипе ĕ&ccedil;лекен комитет ертӳ&ccedil;и Сангаджи Тарбаев ертсе пыракан ушкăн чăвашсен йăли-йĕркипе паллашрĕ. Сумлă хăнасене чăвашсем мĕн авалтан &ccedil;ăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Техĕмлĕ те кăпăклă сăрана та астивсе пăхма тиврĕ Ра&ccedil;&ccedil;ей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсен. Паллах, чăваш ташшисĕр нимĕнле уяв та иртмест. Чăваш Ен симĕс ылтăнпа палăрса тăрать. Мăн асатте-асаннесем хăмларан тутлă сăра вĕретнĕ. &Ccedil;ак йăлана халĕ те пăрахă&ccedil;ламан, тытса пыра&ccedil;&ccedil;ĕ. Хăмла кирлĕ, ыраша ал арманĕпе авăртса салат хатĕрлемелле, ăсла илмелле, кăштах &ccedil;ĕпрепе сахăр хушмалла &ndash; мĕнле йĕркепе сăра вĕретнине депутатсем интересленсех пăхрĕ&ccedil;. Килти тата лавккари &ndash; хăш сăра мĕнле пулнине те тутанса пăхрĕ&ccedil; хăнасем. Кăвайт &ccedil;инче тĕтĕмленĕ пăру какайĕ те чĕлхене &ccedil;ăтса ямалла пулнине палăртрĕ&ccedil; вĕсем. Пӳремеч, хуплу, тултармăш, шăрттан, чăкăт, какай шӳрпи &ndash; апат-&ccedil;имĕ&ccedil;пе те тĕлĕнтерме пĕлет Чăваш Ен хăнасене. Депутатсем республикăра агротуризм аталаннине палăртрĕ&ccedil;. &Ccedil;акă туристсене чăваш &ccedil;ĕрĕ &ccedil;ине илĕртмеллине каларĕ&ccedil; вĕсем. АЛЛА САЛАЕВА: &laquo;Ача-и вăл, &ccedil;итĕнни-и &ndash; Чăваш Ене килекенĕн кăмăл-туйăмĕ &ccedil;ĕкленӳллĕ пултăр тесе тăрăшмалла. Марк Твен &ccedil;апла каланă &ndash; хуласем архитектурăпа мар, &ccedil;ав вырăнта мĕнле кăмăлпа пулнипе асра юла&ccedil;&ccedil;ĕ. Чăваш Енре кăтартмалли нумай. Музей-театрсемпе пуян Шупашкар, Купцасен историйĕпе тыткăнлакан Сĕнтĕрвăрри, ĕмĕрхи чиркӳсемлĕ Улатăр &ndash; 2-3 сехетре вăй паракан вырăнсемпе паллашма пулать&raquo;. Чăваш Енре медицина туризмĕ те аталанать. Ра&ccedil;&ccedil;ей Патшалăх Думин туризм тата кану инфраструктурине аталантарассипе ĕ&ccedil;лекен комитет ертӳ&ccedil;и Сангаджи Тарбаев ертсе пыракан ушкăн &laquo;Чувашиякурорт&raquo; санаторинче те пулчĕ. 1984-мĕш &ccedil;улта хута янă &ccedil;урт аталанать. Тепĕр 10 &ccedil;ултан кунта канма тата сывлăха &ccedil;ирĕплетме килекенсем валли вырăн тунă. Халĕ ертӳлĕх хăна &ccedil;уртĕнчен сыватмăша урама тухмасăрах ку&ccedil;малли хăпартасшăн. Реабилитаци центрĕ &ccedil;ĕклесси &ndash; малашлăхра. Шухăшланине пурнă&ccedil;ласан санатори тата пин-пин &ccedil;ынна йышăнма пултарать. Кунта вара Чăваш Енре пурăнакансемшĕн &ccedil;е&ccedil; мар, нумай регионти &ccedil;ыншăн алăк у&ccedil;ăлать. ТАТЬЯНА ЛОБАЧ: &laquo;Малтан эпĕ Шупашкар, Чăваш Ен пирки пĕлмен те. &Ccedil;ĕр хут илтиччен пĕр хут курмалла те&ccedil;&ccedil;ĕ. Пĕр-пĕр вырăнта пулнă хы&ccedil;&ccedil;ăн &ccedil;авăнта тепĕр хутчен таврăнас кăмăл пулни &ndash; &ccedil;акă чи пахи. Манăн кунта татах килес килет. Ĕ&ccedil;лĕ &ccedil;ул&ccedil;ӳревпе мар, &ccedil;емьепе, канма&raquo;. Тĕпчев &ccedil;акна та кăтартать, Ра&ccedil;&ccedil;ейре пурăнакансенчен 60 проценчĕ хамăр &ccedil;ĕршыврах канасшăн. &Ccedil;акă вара регионсенче туризма аталантарма хистет. &Ccedil;итес 3 &ccedil;улта &ccedil;е&ccedil; &ccedil;ак тĕллевпе хыснара 160 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă. Ра&ccedil;&ccedil;ей Патшалăх Думин туризм тата кану инфраструктурине аталантарассипе ĕ&ccedil;лекен комитет пайташĕсем пĕр харăс Чăваш Енĕн туристсене хăй патне йыхравлама вăй-хăват пуррине каларĕ&ccedil;<strong>&nbsp;</strong></p>

Читайте на 123ru.net