Новости по-русски

Шалти туризма аталантармалла

Раççейре çынсем хальччен курман, унта çитеймен илемлĕ вырăнсем чылай. Хăйне евĕрлĕхпе, çут çанталăк пуянлăхĕпе илĕртекен çĕре çитме вара хăтлăх кĕртмелле. Шăпах çак тĕллевсене пурнăçлать те туризм енĕпе йĕркеленĕ Раççей Патшалăх Думин комитечĕ. Унăн пайташĕсем çак кунсенче Чăваш Ен илемĕпе киленчĕç. Раççей Патшалăх Думин туризм тата кану инфраструктурине аталантарассипе ĕçлекен комитет Чăваш Енре «çавра сĕтел» ирттерчĕ. Унта Мускав хулинчен, Тутарстанран, Ульяновск облаçĕнчен тата ытти регионтан килнĕ сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Сăмах май, комитет пайташĕсен йышĕнче пирĕн ентеш Алла Салаева та пурччĕ. Юлашки çулсенче, уйрăмах кăшăл чир алхаснă тапхăрта, шалти туризм Раççейре вăй илнине палăртрĕç комитет пайташĕсем. Çавăнпа та çĕршыв шайĕнчи кану ют патшалăхрисенчен нимĕнпе те хăтлăх тĕлĕшĕнчен уйрăлса тăмалла мар, туристсене вырнаçтармалли çĕнĕ йышши хăна çурчĕсем çӳлле шайра пулмалла терĕç. Вĕсем çут çанталăка сиен кӳмелле мар. Чи пĕлтерĕшлĕ туризм проекчĕсене сӳтсе яврĕç «çавра сĕтелте». Вĕсенчен пĕри – «Атăл аслă çулĕ». Тĕрлĕ региона пĕр тĕвве çыхăнтаракан туризм маршручĕ пурнăçа кĕмелле. Ĕлĕкех асла Атăл пирĕн эрăчченхи 8-мĕш ĕмĕртех суту-илӳ тăвакансене илĕртнĕ. Малашне вăл çул çӳреве тухакансене, Атăл хĕрринче пурăнакан халăхсен культура эткерлĕхĕпе паллаштарĕ. Федерацин Атăлçири 14 субъектне 20 ытла çулпа çыхăнтарĕ çак проект. Питĕрти пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Чăваш Ен, Тутарстан, Мари Эл, Самар тата Ульяновск облаçĕсем «Атăл аслă çулĕ» проекта пурнăçлама килĕшни çинчен документ çирĕплетнĕ. Çавăн пекех çитес вăхăтра Атăлпа Кама юхан шывсем тăрăх çӳрекен карапсене çыхăнтаракан пĕрлешӳ йĕркеленет, вăл асăннă 5 региона пĕрлештерĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Дмитрий Краснов «Рунна çулĕпе» проектпа паллаштарчĕ. Сăр тата Хусан чиккисене чавнă паттăрсене халалланă асăну комплексĕ, тĕрленĕ «Раççей картти» те çак пуçарупа тачă çыхăннă терĕ вăл. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Тутарстана тата ытти регионсене шалти туризма аталантарас тĕллевпе тĕрлĕ проектпа тачă çыхăнса ĕçлеме килĕшнĕшĕн, Раççей Патшалăх Думин туризм комитетне регион сĕнĕвĕсене шута илнĕшĕн, пур енлĕн пулăшма хатĕр пулнишĕн тав турĕ. «Туризм. РФ» пĕрлешĕвĕн ĕç директорĕ Сергей Красноперов Чăваш Ен питĕ илемлĕ вырăнта, Атăл хĕрринче вырнаçнине палăртрĕ. Çакăнпа усă курса тĕрлĕ инвестици Раççей Патшалăх Думин туризм тата кану инфраструктурине аталантарассипе ĕçлекен комитет ертӳçи Сангаджи Тарбаев республика Пуçлăхне Олег Николаева, чăваш республикин ертӳлĕх ушкăнне туризм тытăмне аталантарас тĕллевпе тĕрлĕ кăсăклă проектсем пурнăçланине, тĕллевлĕ ĕçленине палăртрĕ 

Читайте на 123ru.net