Новости по-русски

Республика кунне пĕтĕмлетрĕç

Чăваш Ен Республика кунне паллă турĕ. Ĕçлĕ тĕлпулусемпе хаваслă уявсем нумай пулчĕç çак кунсенче. Çĕртме уйăхĕнче пурĕ 9 культура проекчĕ йĕркеленĕ. Çавна май пурĕ 130 мероприяти йĕркеленĕ. Республика кунĕ чаплă, инкек-синкексĕр иртнĕ. Уява пысăк шайра хатĕрленине Чăваш Ене килнĕ хăнасем те палăртнă. Республика кунĕ тĕлне хатĕрленĕ уявсене хутшăнма çĕршыври хуласенчен 1700 хăна килсе çитнĕ. «Регионсен чикĕсĕр хутшăнусем» курава кăçал «Шупашкар-Арена» пăр керменĕнче йĕркеленĕ. Куравра 35 экспонент, 2 000 яхăн çын килсе çитнĕ. Пĕр лапамра регионти промышленность, суту-илӳ, финанспа патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем пухăннă. Курав – пĕрлехи çыхăнусем йĕркелемелли вырăн. Пирĕн республикăпа ĕçлеме хатĕррине кунта ытти регионтан хăнасем йышлă килни те палăртать. Пурĕ çак кунсенче 12 ĕçлĕ килĕшӳ алă пуснă. Экономика форумĕпе çыхăннă пленарлă ларусене Чăваш Ен наци куравĕ тӳрĕ эфирта кăтартрĕ. Республика кунĕнче тĕп уявсем Хĕрлĕ тӳремре иртрĕç. «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль çĕршыври 10 пултарулăх ушкăнĕпе 150 хăна илсе килчĕ. Артистсем регионти 5 лапамра 5 000 куракана савăнтарчĕç. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри – Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурс. Вăл кăçалхипе 20-мĕш хут иртрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнине Владимир облаçĕнчи ăста илме тивĕçрĕ. Тĕрлĕ конкурсемпе, фестивальсемпе, ăмăртăвĕсемпе пуян та интереслĕ иртрĕ Республика кунĕ. Çакна чăваш енре пурнакансем çеç мар, региона килнĕ хăнасем те палăртрĕç 

Читайте на 123ru.net