Кирпĕч хуракансем тупăшрĕç
Вĕсем тăрăшнипе çуртсем çĕкленеççĕ, хуласем аталанаççĕ. Чăваш Енре чи лайăх кирпĕч хуракансен конкурсĕ иртрĕ. 20 çул ытла пыракан ăмăртăва хальхинче Шупашкарти Короленко урамĕнче çĕкленекен çуртра йĕркелерĕç. Кирпĕч хуракансен ĕçĕ çăмăл-и? Ыйтăва пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те тĕпчерĕ. Евгений Воробьев – строительство пĕрлешĕвĕнче пĕрремĕш çул вăй хумасть. Кирпĕч хумалли йĕркене вăл куç хупса пĕлет тейĕн, çавăнпа та «ĕçчен çынран ĕç хăрать» тени те ун çинченех. ЕВГЕНИЙ ВОРОБЬЁВ: «Растворне сĕретĕн те, кирпĕч хуратăн çапла. Кунта сантиметр пулмалла. Ĕçĕ йывăрах мар, ĕçлеме пулать. Тăрăшсан раствор çине тӳп-тӳрĕ хума пулать кирпĕчĕсене». Кирпĕче тӳрĕ те тикĕс хумалла, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалла, ĕç вырăнне тирпейлĕ тытса пымалла. Çĕнтерес тесен строительсен чылай йĕркене пăхăнма тивет. Пăхма çеç çăмăл, çапах ĕçĕ кăткăс та яваплă. ВИКТОР СЕМЁНОВ: «Кунта пирĕн каналсем пулаççĕ, ванный, туалетран вентиляци тухаканнисем. Вентиляцинче сывлăш лайăх тухтăр тесе каналсене пĕтĕмпех тасатса пыратпăр». Кирпĕч хуракансем ăмăртăва икшерĕн хутшăнаççĕ. Пĕтĕмпе 6 мăшăр çĕнтерӳçĕ ята çĕнсе илессишĕн тупăшать. Вĕсем Короленко урамĕнче çĕкленекен çуртăн 3-мĕш хутĕнче ĕçлерĕç. ВЛАДИМИР МАКСИМОВ: «Чăнах та, çак площадкăна суйланă чухне, строительство хатĕрне пăхнă тата технологи строительствине. Ку çурт кирпĕчрен кăна çĕкленет, çав технологине кура çак площадкăна суйласа илнĕ». Ăсталăха пур енлĕн кăтартса «Чи лайăх кирпĕч хуракан» ята Алексей Петрянкинпа Евгений Воробьев çĕнсе илчĕç. Республика шайĕнчи пысăк çитĕнӳ туни вĕсене малашне те ĕçе тивĕçлĕ пурнăçласа вун-вун çурт çĕклеме хавхалантарĕ. Юлия Адюкова, Анна Цинтовская, Сергей Емельянов