Новости по-русски

26 хастар çамрăксен патшалăх премине тивĕçрĕç

Çамрăксен кунĕнче Чăваш Енри 26 çамрăк мухтава тивĕçнине Правительство çуртĕнче палăртрĕç. Вĕрентӳпе ăслăлăх, сывлăх сыхлавĕпе журналистика анинче вăй хуракан хастар яш-кĕрĕме çамрăксен патшалăх премипе чысларĕç. Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Сергей Павлов паянхи уява куракана хавахланатрма мар, хăй савăнма килнĕ. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă «Инкеклĕ телей» спектакльти тĕп сăнара вылять вăл. – Аманнă хыççăн ак тăван киле таврăнатăп. Ăшчик çунать. Тем пек тăрăшсан та хама хам лăплантараймастăп. Чун вырăнта мар, килти хыпарсене пĕлменни тăваттăмĕш çул. Спектакле чăваш писателĕ Юлия Николаева калавĕсем тăрăх лартнă. Инсценировка авторĕ те артист хăех. Çамрăк ĕçне куракан тивĕçлипех хак панă. СЕРГЕЙ ПАВЛОВ: «Кашни çын, ман шутпа, пурнăçра наградăшăн ĕçлемест. Унăн пурнăçра урăхла тĕллев пулмалла кашни ĕçлекен, кашни артистăн. Çĕнĕрен те çĕнĕ рольсем калăпласа куракансене савăнтарас тĕллев пулмалла. Куракансене илĕртмелле. Çав тĕлллевпе пурăнмалла. Награда, парне пирки шутламалла мар. Вăл йĕркеллĕ ĕçлесен, хăвна кăтартсан парнесем, наградăсем пулсах пыраççĕ». Армрестлинг енĕпе Раççей спорт мастерĕ Олеся Михайлова Чăваш наци радиовĕнче спорт кăларăмне хатĕрлет. Çĕр-çĕр радио итлекене вăл сывă прурнăç йĕркипе çывăхрах пулма хавхалантарать. ОЛЕСЯ МИХАЙЛОВА: «Питĕ савăнтăм. Темиçе çул каяллах эпĕ çĕнсе илме ĕмĕтленнĕ. Кăçал ĕнтĕ тинех май пулчĕ. Мана чи пысăк хавхалантараканĕ вăл манăн çемье тесе шутлатăп. Манăн ачасем. Манăн мăшăр. Спорт хавхалантарать. Ытти регионсене тухса çӳретĕп. Ытти халăх çыннисемпе калаçатăп. Çакă ĕнтĕ мана хавхаланатрать». Чыслава килнĕ çамрăсем, паллах, наградăшăн ĕçлемеççĕ. «Анчах та вĕсен пултарулăхне çӳле хурса хаклани яш-кĕрĕме малалла та чунтан тăрăшма хавхалантарĕ», – палăртрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.  

Читайте на 123ru.net