Новости по-русски

Наркотике хирĕç

Наркотик хутăшĕсемпе, вĕсен саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешмелли куна халалласа Чăваш наци вулавăшĕнче регионсем хушшинчи фестиваль-форум иртрĕ. Медицина ĕçченĕсем, йĕрке хуралçисем, наркотикпа кĕрешекен комисси пайташĕсем, общество хастарĕсем халăха сиенлĕ йăларан хăтарас, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас ыйтусене тĕрлĕ секцире сӳтсе яврĕç. Наркомани – этемлĕхĕн чăн-чăн инкекĕ. Халăха вилĕм патне илсе çитерекен çулран пăрас, профилактика ирттерес енĕпе республикăра сахал мар ĕç тăваççĕ. Çак шутра студентсемпе, çул çитмен ачасемпе йĕркелекен лекцисем, çавра сĕтелсем. «Пĕрле наркотиксене хирĕç» уйăхлăх пынă тапхăрта та специалистсем Чăваш Енĕн тĕрлĕ тăрăхне çитсе тĕлпулусем йĕркеленĕ. Ĕçе яваплăхпа туса ирттерни çĕршыв шайĕнче те лайăх кăтартусемпе палăрма май парать. Экспертсем пĕтĕмлетнĕ тăрăх, пĕлтĕр Чăваш Ен накромание хирĕç ĕçлес енĕпе 85 субъект хушшинче 13- мĕш вырăн йышăннă. Форумра çул çитмен çамрăксене сиенлĕ йăларан сивĕтесси, районсенче наркотиксемпе кĕрешес ĕçе йĕркелесси, психотроплă хатĕрсемпе усă курассинчен профилактика ирттерес ыйтусем тĕпре пулчĕç. Ачасем валли сывă пурнăç йĕркине халалланă секци ĕçлерĕ. Урамра вара «Сывă наци – манăн суйлав» фестиваль иртрĕ. Унта кирек кам та фитнес тренерпа пĕрле зарядка тума, ташлама, тĕрлĕ спорт тĕсĕпе паллашма пултарчĕ. КАРИНА КУЗНЕЦОВА: «Çамрăксен яланах сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнмалла, спортпа туслă пулмалла, наркотиксем пирĕн пурнăçра кирлĕ мар. Вĕсем пурнăçа пĕтерсе пыракан кирлĕ мар япаласем. Эпĕ хам та сывă пурнăç йĕркине пăхăнма тăрăшатăп, спортпа туслă, тĕрĕс апатланма тăрăшатăп». Фестивале пуçтарăннисене шур халатлă ĕçченсем вич-инфекцийĕн хăрушлăхне, вăл епле майпа ернине каласа пачĕç. Майпа усă курса кашниех тĕрĕслев тухса хăйĕн вич-статусне пĕлме пултарчĕ. АНАСТАСИЯ ФЕДОТОВА: «Çак форума питĕ нумай çын килнĕ. Пирĕн тĕрлĕрен площадкăсем, спорт енĕпе, медицина енĕпе тата кинологсем те пур. Эпир халăха спортпа туслă пулма сĕнетпĕр, мĕншĕн тесен наркотик вăл çынна вĕлерет, сывлăха пĕтерет, пуç ĕçлеме пăрахать». Наркомани – вилĕм, сывă пурнăç йĕрки – çутă малашлăх. Форумра çак каларăша хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетекен те сахал мар пулчĕ. Юлия Адюкова, Николай Скворцов 

Читайте на 123ru.net